Илья Абаськин, Алексей Башмаков, Андрей Меньшиков, Максим Миланов, Михаил Молотков, Сергей Паршин, Никита Илларионов тата Игорь Романов. Кашни 21 компетенцирен чуна ҫывӑххине суйланӑ. Хӑшӗ юрлама ӑста, тепри машин юсас ӗҫре пултаруллӑ. Илья Абаськин, сӑмахран, хӑй вӑхӑтӗнче повар-кондитер специальноҫне алла илнӗ. Шӑпах ҫак компетенцире ыттисемпе тупӑшас тенӗ те.
Слесарь ӗҫӗ, техник-протезист, сӗтел-пукан тӑвакан, пӗрремӗш пулӑшу парас енӗпе ӗҫлекен инструктор... Тӗрлӗ компетенцире ӑмӑртма пулать. Алексей Башмаков суйлани - ҫӗнӗлӗх. Тренерпа вӑл ҫине тӑрсах хатӗрленнӗ. Пилотсӑр вӗҫекен хатӗрсемпе ӗҫлесси - кӑткӑс та яваплӑ. Чемпионатра ку енӗпе ӑмӑртма 72 ветеран кӑмӑл тунӑ.
Чемпионата хутшӑннисене техникумсемпе колледжсенчи педагогсем тӗрев панӑ, тӗлпулӑва та наставникӗсемпех килнӗ вӗсем. Ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗнчен утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗччен пынӑ ӑмӑрту программи те анлӑ пулнӑ. Ӑсталӑх тупӑшӑвӗсӗр пуҫне экскурсисем, ҫавра сӗтелсем ирттернӗ. Пирӗн ентешсем пӗрле службӑра тӑнисене курас шанчӑкпа та Хусана кайнӑ. Чӑнах та, чуншӑн хаклӑ тӗлпулусемсӗр те иртмен "Абилимпикс". Пӗр хушӑ ҫыхӑнӑва ҫухатнисем каллех ҫывӑхланнӑ.
Пӗр-пӗрне хавхалантарасси, профессири пӗлӗве ҫӗнетесси, опыт пухасси, ыттисен хӑнӑхӑвӗсемпе паллашасси, пӗрешкел шӑпаллисем хутшӑнса туслӑх кӗперӗ хывасси. Ҫак тӗллевпе ҫуллен ирттерме палӑртнӑ чемпионата. Кӑҫал хутшӑннӑ ентешсем хӑйсен кӑтартӑвӗсене тишкерсе ҫитес ӑмӑртӑва тата тӗплӗнрех хатӗрленес тӗллевлӗ.
Алиса Александрова, Вадим Владимиров








