Хура кӗркунне ҫул ҫинчи хурлӑхлӑ статистика ӳсет

Ҫакӑ хӑвӑрт тӗттӗмленнипе, ҫанталӑк тӑтӑшах улшӑнса тӑнипе ҫыхӑннӑ. Ҫавӑнпа водительсен те, ҫуран ҫӳрекенсен те тимлӗрех пулмалла. Кун пирки республикӑн ҫул-йӗр патшалӑх инспекцийӗн пуҫлӑхӗ те асӑрхаттарать. 

Пӗрремӗш юр кӑҫал юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче ҫурӗ. Ку вӑл водительсемшӗн пысӑк тӗрӗслев пулчӗ. Ҫул-йӗр инспекторӗсем те ҫак кунсенче уйрӑмах сыхӑ тӑчӗҫ. Апла пулин те аварисем ҫав-ҫавах пулчӗҫ. Республикӑра 4 пӑтӑрмах сиксе тухнӑ, вӗсенче 4 ҫын аманнӑ. Ҫуран ҫӳрекенсем тӗттӗмре ҫутатакан ҫипуҫ е паллӑ усӑ курманни те инкек сӑлтавӗ пулма пултарать. Пӗтӗмӗшле лару-тӑру пӗлтӗрхи пекех. 

Аварисем ытларах чухне тимсӗрлӗхе тата ҫул-йӗр правилисене пӑхӑнманнипе сиксе тухаҫҫӗ: хирӗҫле ҫул ҫине тухса кайни, хӑвӑртлӑх йӗркине пӑхӑнманни тата ытти те. Унсӑр пуҫне водительсен машин ураписене вӑхӑтра улӑштарма манмалла мар. Инкексенче чи хӑрушши - ачасен пурнӑҫӗ татӑлни.

Ҫитес ҫула пирӗн республикӑра Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкӗ тесе йышӑннӑ. Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑх управленийӗ те ӗҫ-пуҫа хӑйӗн тӳпине хывма палӑртать. 

Елена Дмитриева, Надежда Александрова, Андрей Шоклев