Христос тĕнĕпе пурăнакансем Турă Амăшĕн Владимирти таса сăнĕн кунне паллă турĕҫ

Уяв 1480-мӗш çулта Мускава Ахмат хан çарĕнчен хӑтарнипе çыхăннă. Çак кун Шупашкарти Введени чиркĕвĕнче уяв кĕлли ирттернĕ хыççăн Турра ĕненекенсем хĕрес çулĕпе утса тухрĕç. 

Шупашкарăн Турăпа çыхăннă чи сăваплă япалисенчен пĕри – Турă Амăшĕн хăватлă ĕçсем тăвакан «Владимирская» таса сăнĕ - Введени чиркĕвĕнчи турăшсен хÿминче упранать. Ăна çулталăкра пĕрре кăларса хулашăн, мĕнпур чăваш халăхĕшĕн кĕлтуса хула тăрăх хĕрарăмсен мăнастирне çити йăтса утас йăла 19-мĕш ĕмĕртенпех пырать. Шăпах çак вырăнта 1555 çулта Гурий Казанский святитель, Германпа Варсонофий архимандритсем 4-мĕш Иоанн патша хушăвĕпе Введени чиркĕвӗпе Шупашкар крепоçне никĕслемелли лаптăка кĕлтуса сăвапланă.

Уяв кунĕнче кăнтăрла тĕлне хулари кафедрăллă тĕп чиркĕве священниксем, манахсем, Христос тĕнĕпе пурăнакан халăх йышлă пухăнчĕ. Хĕрес çулне Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ, Чăваш митрополийĕн пуçлăхĕ Высокопреосвященнейший Савватий ертсе пычĕ. 

Хĕрарăмсен Шупашкарти Владимир тăвĕ çинче вырнаçнă Çăлаканăмăр çуталса сăнне улăштарнă ятпа никĕсленĕ мăнастирте хĕрес çулĕпе утса тухнисене мăнастир пуçлăхĕ Сергия (Рузавина) игумения, унти хĕрарăм-манахсем, чиркĕве çÿрекенсем кĕтсе илчĕç. Пуре пĕрле Турă Амăшĕнчен пиллĕх ыйтса, Ăна мухтаса, тав туса молебен ирттерчĕç. 

Антонина Андреева кăçал пирвайхи хут çак сăваплă ĕçе хутшăннă. Антонина Тимофеевна Савватий митрополита пĕчĕк чухнехинех астăвать, унăн ашшĕ, Геннадий Антонов протоиерей патне, чиркĕве çÿрени, вăл Турă сăмахне вĕрентни çинчен ăшшăн аса илсе каласа пачĕ. 

Хула тăрăх Турă Амăшĕн Владимирти таса сăнĕпе хĕрес çулĕпе утса тухас ырă йăлана малалла тăсни, йышпа пухăнса кĕлтуни халăха пĕрлештерет, Туррăн тивлетне, Унăн ырăлăхне чунпа туйса илме май парать.

Роза Деменцова, Зинаида Паршагина