Виҫҫӗмӗш хут иртет ҫак пысӑк уяв. Кӑҫал та фестиваль тӑван халӑхӑн чӗлхипе литературине, историпе культурине тӗпчекен, йӑли-йӗркине, юрри-ташшине пӗлсе ӳсекен ачасене, вӗсен вӗрентекенӗсене пуҫтарчӗ.
Фестивале 12 округран килнӗ: чи пӗчӗккисем те, шкул ачисем те. Хӑнасене кӑтартса тӗлӗнтермелли чылай пӗлӳ ҫуртӗнче. Тӗрлӗ пӳлӗмре экскурсоводсем Хӗрлӗ Чутай тумӗ, тӗрри-эрешӗ, ҫут ҫанталӑкӗ, историйӗ, паттӑр ентешӗсем ҫинчен каласа пачӗҫ. Кунтах - хамӑрпа юнашарах пурӑнакан ҫӑматӑ йӑвалакан ӑста та, авалхи юрӑсене лайӑх пӗлекен юрӑҫӑ та, тӗрӗҫӗ те. Музейра хура мунча усси ҫинчен те пӗлме май пур.
Иртнӗ ӗмӗрӗн пӗрремӗш ҫурринче те-ха ачасене килте ҫуратнӑ. Пӳрчӗ пӗчӗккисем мунчана тухнӑ. Ҫут тӗнчене килекен "ҫӗнӗ кайӑка" кӗтсе илмелли йӑла-йӗрке - пулас ӑрӑва телейлӗ вӑрӑм ӗмӗр сунниех.
Хӑнасем экологи кӗтесӗнче те чылай ҫӗннине пӗлчӗҫ. Ҫамрӑк экскурсоводсем каласа пани аслисемшӗн те кӑсӑклӑ.
37 шкулпа ача садӗнчен пуҫтарӑннӑ ҫамрӑк артистсен пултарулӑхӗ тапса тӑрать. Сакӑр ӑмӑртуран йӗркеленнӗ фестиваль вӗсен пултарулӑхне пур енлӗн тӗрӗслерӗ. "Халӑх юрри - чунӑм уҫси", "Ай, ташлар-и ташшине", "Ҫыру ҫырсамӑр салтаксем патне", "Ӑста аллинче ӗҫ вылять" - номинаци ячӗсем вӗсен тӗллевӗ ҫинчен хӑйсемех каласа параҫҫӗ. "Пирӗн ҫемьен юратнӑ чӑваш апачӗ" куравра - 1-11-мӗш классенче вӗренекенсем ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле хатӗрленӗ ҫимӗҫсем. Ӳкерме килӗштерекенсем "Мухтав сана, ҫӗнтерӳҫӗ салтак" конкурса хутшӑннӑ.
Фестиваль ҫӗнтерӳҫисене Хисеп хучӗсемпе, Тав ҫырӑвӗсемпе, парнесемпе хавхалантарчӗҫ.
Марина Карягина, Олег Цыпленков