Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗнче "Уҫӑ калаҫу" иртрӗ

Правительство пайташӗсем халӑхпа тӗл пулса тӗрлӗ ыйтӑва сӳтсе яврӗҫ. Чутайсене ытларах каяш шывсене тасатмалли сооружени тӑвасси, ялсене хӑтлӑлатасси, ҫулсене юсасси, ҫамрӑксем валли тивӗҫлӗ майсем тӑвасси кӑсӑклантарчӗ. 

"Уҫӑ калаҫу" проект Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Сергей Артамонов пуҫарӑвӗпе утӑ уйӑхӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. Икӗ уйӑхра Правительство пайташӗсем республикӑри пур округпа хулана та ҫитнӗ. Чутай тӑрӑхӗнче халӑха кӑсӑклантаракан ыйтусене министрсемпе депутатсем пилӗк лаптӑкра сӳтсе яврӗҫ. Ҫавӑн пекех ятарлӑ ҫар операцийӗн салтакӗсемпе вӗсен ҫемйисем валли пӗр чӳрече мелӗпе "Пулӑшу десанчӗ" ӗҫлерӗ. Пурӗ 23 ҫын тӗрлӗ ыйтупа килчӗ. Светлана Мачуженко мӑшӑрне Андрей Владимировича ҫартан таврӑнсан мирлӗ пурнӑҫра хӑйӗн вырӑнне тупма социаллӑ контракт алӑ пусни пулӑшнӑ. 

Округра ятарлӑ ҫар операцийӗн ветеранӗсене тата вӗсен ҫемйисене пур енлӗн пулӑшу кӳрес енӗпе тӑрӑшаҫҫӗ. Кашни ыйту - тимлӗхре. Ветерансене психологи пулӑшӑвӗпе тивӗҫтереҫҫӗ, ӗҫ вырӑнӗ тупма е хӑйсен ӗҫне пуҫарса яма майсем туса параҫҫӗ. 

Округ аталанӑвне сӳтсе явма тата малашнехи тӗллевсене палӑртма Сергей Артамонов ертсе пыракан Правительство ушкӑнӗ тӗп Культура ҫуртне пухӑнчӗ. Кӑҫал муниципалитетра 66 инвестици проекчӗ пурнӑҫа кӗртеҫҫӗ. Вӗсен пӗтӗмӗшле хакӗ - 155 миллион тенкӗ ытла. Ҫавна май ырӑ улшӑнусем 13 пин те 200 ҫынна пырса тивӗҫ. Вӑл шутра 9 ҫухрӑма яхӑн ҫула юсаса ҫӗнетмелле. Социаллӑ тытӑмра та округ аван кӑтартусемпе палӑрать. Нумай ачаллӑ ҫемьесене пурне те ҫӗр лаптӑкӗпе тивӗҫтернӗ. Кӑҫал тепӗр 9 ҫемье пурӑнмалли майсене лайӑхлатӗ. Ҫакӑн валли 24 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. 

Оксана Верликова, Денис Афанасьев