Хӗрарӑмсен конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисем кӑҫалхи тупӑшу мӗнле пулассине сӳтсе яврӗҫ

Чӑваш Енре пӗлтӗр пӗрремӗш хут "Эпӗ - хӗрарӑм" конкурс иртнӗ. Унта тӗрлӗ тытӑмра тӑрӑшакан 351 ҫын хутшӑннӑ. Республикӑри Хӗрарӑмсен союзӗн ертӳҫи Наталья Николаева тупӑшура ҫӗнтернисемпе тӗл пулчӗ. 

Конкурса хутшӑннипе хӑйсене телейлӗ туйни пирки каларӗҫ пухӑннисем. Ҫӗнтерӳҫӗсен йышне кӗни паянхи кунччен ҫунатлантарса, хавхалантарса тӑнине палӑртрӗҫ. Пурте унта хӑйсемпе паллаштаракан видеороликсем хатӗрленӗ. Вӗсене интернетра сасӑлав ирттерсе хакламалла пулнӑ. 15 кун хушшинче ятарлӑ страницӑна 380 пин ҫын кӗрсе пӑхнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене 3 номинацире палӑртнӑ. Пурӗ 52 пине яхӑн ҫын сасӑлава хутшӑннӑ. Наталья Николаева кӑҫалхи конкурса этемлӗхӗн черчен пайне хастартарах хутшӑнма чӗнсе каларӗ. Пӗлтӗрхи ҫӗнтерӳҫӗсен сӗнӗвӗпе программӑра видеороликсене хаклакан номинаци пулӗ. 

Алена Артемкина, Михаил Солин