"Хӗрарӑм, сан умӑнта таятӑп пуҫӑма" пултарулӑх конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисем паллӑ

Ҫулсеренех юпа уйӑхӗнче пӗтӗм тӗнчипех ял хӗрарӑмне чысласа уяв тӑваҫҫӗ. Чӑваш Енре вара кӗр мӑнтӑрӗпе "Хӗрарӑм, сан умӑнта таятӑп пуҫӑма" пултарулӑх конкурсӗ ирттересси йӑлара. Регионсем хушшинчи ӑмӑртӑва Чӑваш наци конгресӗ кӑҫалхипе 5-мӗш хут чи маттуррисене пӗрле пуҫтарчӗ. Финала ҫитнисен тӗрлӗ енлӗ ӑсталӑхне Муркаш тӑрӑхӗнчи Кашмашри Культура ҫуртӗнче хакларӗҫ. 

Хӗр-упраҫ валли сахал мар конкурс ирттереҫҫӗ. Ҫемьеленнӗ, анне ята илнӗ хӗрарӑм, кил вучахӗн управҫи, хуҫалӑхри ӗҫе тытса пынисӗр пуҫне тӑван кӗтес аталанӑвӗшӗн ҫине тӑрса ӗҫлекен хастарсене ҫын ҫине кӑларса чысласси вара сайра. Ҫавна май 2019-мӗш ҫулта пирвайхи хутчен ҫак конкурса ирттернӗ. Ун чухне сцена ҫинче республикӑра пурӑнакан, ытти регионтан килнӗ 16 чӑваш хӗрарӑмӗ хӑйсен кулленхи пурнӑҫӗпе, юратнӑ ӗҫӗпе, тӗпелти, ал ӗҫӗнчи ӑсталӑхӗпе паллаштарнӑ. 

Конкурсӑн тӗп тапхӑрне ҫитнисем кӑҫал 8-ӑн пулчӗҫ. Муркаш, Хӗрлӗ Чутай, Шупашкар, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗмӗрле, Ҫӗрпӳ, Йӗпреҫ, Канаш округӗсенчен килнӗ хӗрарӑмсем тӳресене хӑйсен тӑрӑхӗнче пӗҫерекен ӗҫме-ҫимепе хӑналарӗҫ, тӗрлӗ сӑй хатӗрлес вӑрттӑнлӑха та уҫса пачӗҫ. 

Унтан хӗрачана аслисем мӗн пӗчӗкрен хӑнӑхтарнӑ ал ӗҫ ӑсталӑхӗпе паллаштарчӗҫ курма килнисене. Хӑшӗ тӗрӗ тӗрлерӗ, хуҫалӑхри ӗҫсенчен кӑшт пушансан вӑхӑта ҫӑм арласа ирттернине кӑтартса паракансем те пулчӗҫ. 

Сцена ҫинче малтанах кашниех хӑйӗнпе паллаштарчӗ. Тӗрлӗ ӳсӗмри, тӗрлӗ ӗҫре тӑрӑшакан хӗрарӑмсем пурте хӑйнеевӗрлӗ, чун киленӗҫӗ те, пурнӑҫ йӗрки те расна вӗсен. Тӑван халӑх йӑли-йӗркине кӑтартса пама вӗсене тӑванӗсем, юлташӗсемпе ӗҫтешӗсем пулӑшрӗҫ. Ҫӗрпӳсем, сӑмахран, сцена ҫинче улах ларчӗҫ, Шупашкар тӑрӑхӗнчисем хӗрт-сурт чӳклеми турӗҫ, йӗпреҫсем ҫӑкӑр пӗҫерчӗҫ. 

Амӑшӗсен сӑпка юрри юрлас ӑсталӑхне те хак пачӗҫ тӳресем. 

"Хӗрарӑм, сан умӑнта таятӑп пуҫӑма" конкурса хутшӑннисене тӗрлӗ номинацире чысларӗҫ. Тӗпел хуҫи, пултарулӑх ҫӑлкуҫӗ, хӳхӗм чечек, ылтӑн алӑ, ӑс-хакӑл пуянлӑхӗ, кӑмӑл-сипечӗ, эткер пирӗштийӗ ятсене тивӗҫрӗҫ ӑмӑртакансем. Тӗп парнепе - "Чӑваш ялӗн илемӗ-2023" ятпа вара Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнче пурӑнакан Надежда Краснована саламларӗҫ. 5 ҫулта ҫак конкурс сцени ҫине 78 хӗрарӑм тухнӑ. Кашниех ырӑ тӗслӗх вырӑнӗнче, чыса та хисепе тивӗҫ. 

Алиса Александрова, Олег Цыпленков