Хӗллехи кунсем уйрӑмах эрех-сӑрапа минренӗ ҫынсемшӗн хӑрушӑ

Урамри ӳсӗрсене васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗпе республикӑри наркологи диспансерӗ ҫумӗнчи урӑлтаркӑча леҫеҫҫӗ. Ҫак уйӑхра кӑна 158 ҫынна йышӑннӑ.

Ятарлӑ учреждение пӗлтӗр ака уйӑхӗнче "Вӑрӑм та хастар пурнӑҫ" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн уҫнӑ. Урӑлтаркӑчӑн тӗллевӗ - йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ ҫынсене пулӑшасси, пурнӑҫне ҫӑласси. Республикӑри наркологи диспансерӗ ҫумӗнчи уйрӑм талӑкӗпех ӗҫлет. Кунта васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗпе илсе килнӗ ӳсӗрсене йышӑнаҫҫӗ. Малтанах вӗсен сывлӑхне фельдшерсем тӗрӗслеҫҫӗ: юн пусӑмне, температурине, организмри алкаголь шайне виҫеҫҫӗ. Енчен те медицина пулӑшӑвӗ кирлӗ пулсан ытти больницӑсене ӑсатаҫҫӗ. Кунта вӗсене сиплемеҫҫӗ, шыв кӑна параҫҫӗ. Урӑлсассӑн вара килӗсене яраҫҫӗ. Учреждени 20 вырӑнлӑ. Пӗлтӗр ҫулталӑкне 2 пин те 500 ытла ҫынна йышӑннӑ. Вӑл шутра хӗрарӑмсем те пур. Эрех-сӑрапа айкӑшакансемпе кунта профилактика ӗҫне те ирттереҫҫӗ. 

Диана Сафонова, Святослав Петров