Хӑйтытӑмлӑх органӗсенче тӑрӑшакансем професси кунне паллӑ турӗҫ

Вӗсен историйӗ иккӗмӗш Кӗтерне патша вӑхӑтӗнчех пуҫланнӑ. Апла пулин те ҫынсен нушине татса парассинче вырӑнти влаҫ органӗсен пӗлтерӗшӗ паян кун та пысӑк. 

Красноармейски тата Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗсем пилотлӑ проекта кӗрсе иртнӗ ҫул муниципаллӑ округсем пулса тӑнӑ. Ҫак ҫӗнӗлӗх хӑй тытӑмлӑх органӗсен ӗҫне уҫӑмлӑрах тума пулӑшнӑ - пӗр администраци, пӗр пуҫлӑх, пӗр бюджет. Ҫынсен нушисене татса пама та ҫӑмӑлрах. Ялта пурӑнакансен чи ҫивӗч ыйтӑвӗсем - ҫулсем япӑх пулни, шыв ҫукки, тавралӑха тирпей-илем кӗртесси. Ытларах чухне укҫа-тенкӗ ҫукки чӑрмантарать. Ҫапах та 4 ҫул каялла халӑх пуҫарӑвне пурнӑҫа кӗртмелли программа хута кайсан, чылай ҫӗрте пурнӑҫ майӗсем лайӑхланнӑ. 

Леонид Петров, Михаил Солин