Красноармейски тата Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗсем пилотлӑ проекта кӗрсе иртнӗ ҫул муниципаллӑ округсем пулса тӑнӑ. Ҫак ҫӗнӗлӗх хӑй тытӑмлӑх органӗсен ӗҫне уҫӑмлӑрах тума пулӑшнӑ - пӗр администраци, пӗр пуҫлӑх, пӗр бюджет. Ҫынсен нушисене татса пама та ҫӑмӑлрах. Ялта пурӑнакансен чи ҫивӗч ыйтӑвӗсем - ҫулсем япӑх пулни, шыв ҫукки, тавралӑха тирпей-илем кӗртесси. Ытларах чухне укҫа-тенкӗ ҫукки чӑрмантарать. Ҫапах та 4 ҫул каялла халӑх пуҫарӑвне пурнӑҫа кӗртмелли программа хута кайсан, чылай ҫӗрте пурнӑҫ майӗсем лайӑхланнӑ.
Леонид Петров, Михаил Солин