Хӑйсене, ҫемйине тата ҫӗршыва хӳтӗлеме хатӗр пулмалла теҫҫӗ

2 уйӑх ытла хӑйсене хӳтӗлеме хӑнӑхнӑ. Ҫак кунсенче ҫар ӗҫне хатӗрленме пулӑшакан ятарлӑ курса пӗрремӗш ушкӑн пӗтерчӗ. Тӳлевсӗр вӗренӗве Чӑваш Енри волонтёрсем пуҫарнипе йӗркеленӗ. Кӑмӑл тӑвакансем пӑшалтан пеме, ҫапӑҫусенче хӳтӗленме, пӗрремӗш пулӑшу кӳме хӑнӑхнӑ. 100 ытла ҫын - арҫынсемпе танах хӗрарӑмсем те ҫар пӗлӗвне алла илес тенӗ. 

Ахаль пурнӑҫра вӗсем тӗрлӗ ӗҫре тӑрӑшаҫҫӗ: учитель, риелтор, рабочи тата ытти те. Анчах паянхи лапкӑ мар саманара хӑйсене, ҫемйине, ҫӗршыва хӳтӗлеме хатӗр пулмалла теҫҫӗ. 7 батальон, вӗсенчен пӗри хӗрарӑмсем - кӑрлач уйӑхӗнчен пуҫласа кашни канмалли кун ҫар ӗҫне вӗреннӗ. Хӑнӑхтарусене яваплӑ инструкторсем вӗрентеҫҫӗ: ҫав шутра аманнӑ хыҫҫӑн сипленме килнӗ ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем, ҫарпа патриотла клубсене ертсе пыракансем тата тӗрлӗ специалист. Чӗрене ӗҫлеттерсе яма, резин ҫыхӑпа юн чарма пӗлни - нихӑҫан та ытлашши мар. Курсантсене кунта тӗрлӗ енлӗ хатӗрлеме тӑрӑшаҫҫӗ. Программӑра - салтак тумӗпе экипировкӑна тӗпчесси, пӑшал пуҫтарса салатасси, тӗл пересси, картта вулама вӗренесси. Ҫыхӑну йӗркелеме тата коптер вӗҫтерме пултарни те кирлӗ. Парашютпа та сикме пӗлмелле. Ҫавӑн пекех психологи тӗлӗшӗнчен ҫирӗп пулмалла. 

Ҫак ӗҫе волонтёрсем йӗркелесе янӑ. Алексей Григорьев Трак Енте, Павел Семёнов Канаш тӑрӑхӗнче салтаксене гуманитари пулӑшӑвӗпе тивӗҫтерессипе тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫар ӗҫне хӑнӑхтаракан курссене пуҫарса ярасси те ҫавна пулах ҫуралнӑ вӗсен. Малтанласа йывӑрлӑх сахал мар сиксе тухнине пытармаҫҫӗ: инструкторсене шырамалла, пуҫтарӑнмалли вырӑн та пулман, хатӗрленмелли макетсем ҫитмен. Ҫапах та пархатарлӑ ӗҫ вӗсене малаллӑ ӑнтӑлма хистенӗ. 

Хӗрарӑмсем те айккинче юлмаҫҫӗ - чылайӑшӗ салтаксем валли пулӑшу пуҫтарассипе ӗҫлет, халӗ мӗн кирлине лайӑхрах чухлать. Ҫапӑҫу хирӗнче мӑшӑрӗсен, ача ашшӗсен, пиччӗшӗ-шӑллӗсен пурнӑҫне май килнӗ таран упраса хӑварма тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫар ӗҫне вӗрентекен "Звезда" курса йӗркелекенсен те тӗллевӗсем пысӑк. Ҫывӑх вӑхӑтра курсантсене хатӗрлемелли ятарлӑ полигон тума палӑртнӑ: Шупашкар аэроклубӗ ҫӗр лаптӑкӗ уйӑрса парать, хатӗрсем ӑсталассипе пулӑшу кирлӗ. Ҫак уйӑх вӗҫлениччен кунта ҫар ӗҫне вӗренес текенсен 2-мӗш ротине хатӗрлеме пуҫласшӑн. 

Ирина Николаева, Юрий Васильев