Хӑйсен пурнӑҫне ҫынсене пулӑшассине халалланӑ ҫынсене тав сӑмахӗ калани

Ӑшӑ сӑмах, илемлӗ чечек ҫыххи, хирӗҫ пӑхса ачашшӑн йӑл кулни. Этемлӗхӗн черченкӗ пайне телейлӗ пулма нумай та кирлӗ мар. Ҫакна шута илсе йывӑр та яваплӑ ӗҫре тӑрӑшакан хӗрарӑмсене уяв умӗн волонтер-медиксем хӑйнеевӗрлӗ парнепе савӑнтараҫҫӗ. Кӑҫал та Пӗтӗм ҫӗршыври "Будь собой" акцие хастар хутшӑнчӗҫ. Хулари икӗ больницӑра ӗҫлекенсем валли фотосесси йӗркелерӗҫ. 

Кашни хӗр-пике, хӗрарӑм хӑйне май илӗртӳллӗ. Ҫак илеме сӑнӳкерчӗксем ҫинче асӑнмалӑх сыхласа хӑварма пулӑшни кирек кама та савӑнтарать. Анчах та кулленхи ӗҫрен пушанса фотостудие ҫитсе килесси чӑрмавлӑрах. Ҫавӑнпа та медик-волонтерсем кӑҫал та пӗлтӗрхи ырӑ пуҫарӑва малалла тӑсас тенӗ. Чӑваш патшалӑх университетӗнче ӑс пухакан Мария Фёдорова фотограф ӗҫӗн вӑрттӑнлӑхӗсене кӑсӑклансах тӗпчет. 

Пӗлтӗр пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче тӗнчене килекен ҫурхи уявра хастарсем 40 ытла медицина ӗҫченӗ валли фотосесси йӗркеленӗ. Кӑҫал акци Шупашкарти 2 сыватмӑшра иртрӗ. Хулари тӗп больницӑра сывлӑх сыхлавӗн хуралӗнче тӑракансен чунӗнче ҫак кун уяв кӑмӑл-туйӑмӗ хуҫаланчӗ. Ҫӳҫ-пуҫне килӗшӳллӗн пуҫтарнӑ, ӑшӑ кулӑллӑ тухтӑрсем пӗрин хыҫҫӑн тепри камера умне вырнаҫрӗҫ. Сӑнӳкерчӗксене татах та илем кӳме - тин ҫурӑлнӑ тюльпансен ҫыххи. 

Алиса Александрова, Екатерина Янгалакова