Кашни хӗр-пике, хӗрарӑм хӑйне май илӗртӳллӗ. Ҫак илеме сӑнӳкерчӗксем ҫинче асӑнмалӑх сыхласа хӑварма пулӑшни кирек кама та савӑнтарать. Анчах та кулленхи ӗҫрен пушанса фотостудие ҫитсе килесси чӑрмавлӑрах. Ҫавӑнпа та медик-волонтерсем кӑҫал та пӗлтӗрхи ырӑ пуҫарӑва малалла тӑсас тенӗ. Чӑваш патшалӑх университетӗнче ӑс пухакан Мария Фёдорова фотограф ӗҫӗн вӑрттӑнлӑхӗсене кӑсӑклансах тӗпчет.
Пӗлтӗр пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче тӗнчене килекен ҫурхи уявра хастарсем 40 ытла медицина ӗҫченӗ валли фотосесси йӗркеленӗ. Кӑҫал акци Шупашкарти 2 сыватмӑшра иртрӗ. Хулари тӗп больницӑра сывлӑх сыхлавӗн хуралӗнче тӑракансен чунӗнче ҫак кун уяв кӑмӑл-туйӑмӗ хуҫаланчӗ. Ҫӳҫ-пуҫне килӗшӳллӗн пуҫтарнӑ, ӑшӑ кулӑллӑ тухтӑрсем пӗрин хыҫҫӑн тепри камера умне вырнаҫрӗҫ. Сӑнӳкерчӗксене татах та илем кӳме - тин ҫурӑлнӑ тюльпансен ҫыххи.
Алиса Александрова, Екатерина Янгалакова