Юрла-юрла ӗҫлеҫҫӗ Петуховсем. Ҫемье пуҫӗ - Юрий - чӑваш эстрадинче паллӑ ҫын. Ӑна ытларах "Кашкӑр" хушма ятпа пӗлеҫҫӗ. Петуховсем сакӑр ҫул ӗнтӗ тӑван тӑрӑхӗнче ҫурт хӑпартаҫҫӗ. Кун пирки тахҫанах ӗмӗтленнӗ. Шупашкарти общежитире хӗсӗк пулнӑ ҫемьене. Ҫавӑнпа тӑван ялне куҫса килес тенӗ. Кивӗ ҫуртра ҫемье валли майсем сахал пулнипе ҫӗннине хӑпартма пикеннӗ. Ку хыпара ачасем савӑнсах йышӑнна. Ара, хулара харпӑр хӑй пӳлӗмӗ пирки ӗмӗтленнӗ ҫеҫ! Кунта - ирӗк. Вӑтам ывӑлӗ Матвей икӗ хутлӑ вырӑншӑн хӗпӗртенӗ.
Яла Петуховсем 8 ҫул каялла куҫнӑ та тӳрех ӗҫе пикеннӗ. Ҫурта икӗ хутлӑ тума шутланӑ. Малтанах ҫак шухӑш хӑратнӑ.
Юрий хӑй те, мӑшӑрӗ те ялти культура керменӗнче ӗҫлеҫҫӗ. Паллах, шалу пысӑк мар. Ҫурт купалама пӗр миллион тенкӗлӗх ипотека илнӗ. Тӳлесе татма ҫӑмӑл мар. Амӑшӗн капиталӗпе усӑ курма шутлӑнӑ. Ӑна виҫҫӗмӗш ачашӑн панӑ. Федераци программипе килӗшӳллӗн 450 пин тенкӗ уйӑрнӑ. Республика тепӗр 150 пин хушнӑ. Ҫапла майпа ипотекӑн ытларах пайне хупма пултарнӑ. Ҫурта тӑрӑ айне лартнӑ ӗнтӗ. Шалти ӗҫсене тума вара укҫа-тенкӗ пӗчӗккӗн тупӑпӑр, теҫҫӗ Петуховсем.
Патшалӑх пулӑшӑвӗсӗр ӗмӗтсене пурнӑҫлама йывӑр пулӗччӗ. Елчӗк администрацийӗ те тӗрев парсах тӑрать, чылай ыйтӑва татса парать. Пурнӑҫ улшӑннӑ ҫемӗн ипотека йӗркине те тепӗр хут пӑхса тухмалла, теҫҫӗ Петуховсем. Яла куҫакансене, уйрӑмах ҫамрӑксене хавхалантармалла.
Вероника Павлова, Екатерина Янгалакова