Шӑмӑршӑ халӑхӗ Олег Долгова асӑнса кашни ҫулах ҫапла патриотла ӗҫ-пуҫ йӗркелесе ирттерет. Пӗрремӗш Чечен вӑрҫинче пуҫне хунӑ салтакӑн бюсчӗ Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин паттӑрӗсен палӑкӗсемпе пӗрле мухтав аллейинче вырӑн тупнӑ. Пухӑннисем малтанах палӑксен умӗнче пуҫ тайса пӗр минут шӑп тӑчӗҫ. Сивӗ хӗл кунӗнчех палӑк умне чӗрӗ чечек ҫыххисем выртаҫҫӗ. 20 ҫул тултарса ӗлкӗреймен салтакӑн пурнӑҫӗ те 30 ҫул каялла кӑрлачӑн 16-мӗшӗнче татӑлнӑ.
Асӑну каҫӗ Шӑмӑршӑри вӑтам шкулта иртрӗ. Унта мухтавлӑ салтакӑн тӑванӗсемпе ҫарта пӗрле пулнӑ юлташӗсем, ветерансен пӗрлешӗвӗсем пухӑнчӗҫ. Паттӑр ентешне аса илсе ҫамрӑксене унӑн кун-ҫулӗпе паллаштарчӗҫ. Олег Долгов 1976-мӗш ҫулта Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗнчи Шамкай ялӗнче ҫуралнӑ. Нумай та вӑхӑт иртмен, ҫемье Самар тӑрӑхне куҫса кайнӑ. Ҫитӗнсен, 1994-мӗш ҫулта Олег ҫар ретне тӑрса Шалти ӗҫсен министерствин тытӑмӗнче тимленӗ. Ҫамрӑклах дзюдо енӗпе ҫӗршыв шайӗнчи ӑмӑртусенче ҫӗнтернӗскер часах кӗрен берета тивӗҫнӗ. 95-мӗш ҫула кӗрсен Олег Николаевич Чечен вӑрҫине лекнӗ. Ҫапӑҫусенче хӑюлӑхпа палӑрнӑран ӑна телевиденипе те кӑтартнӑ. Ҫак архиври видеона шӑпах 95-мӗш ҫул вӗҫӗнче ӳкерсе илнӗ. Кӗҫех Кизляр хулинче Салман Радуев отрячӗ тыткӑна илнӗ ҫар ҫыннисене ҫӑлса Олег Долгов Первомайски ялӗ ҫумӗнче хӗрӳ ҫапӑҫӑва кӗнӗ. Унта вӑл темиҫе тӑшмана тӗп тунӑ хыҫҫӑн аманнине пӑхмасӑр юлташӗсене пулӑшнӑ. Ҫав вӑхӑтра хӑй те тепӗр хут вилмеллех аманнӑ. Салтака Самар тӑрӑхӗнчи хӑй пурӑннӑ Луначарски поселокӗнче пытарнӑ. Ҫапла, 1996-мӗш ҫултах Борис Ельцин президент хушӑвӗпе Олег Долгова вилнӗ хыҫҫӑн Герой ятне парса чысланӑ.
Совет ҫарӗн Германири ушкӑнӗн салтакӗсем ҫакӑн евӗр ӗҫре яланах хастар та пуҫаруллӑ. Долгов паттӑрӑн ятне упраса ҫамрӑксенче сарас тӗлӗшпе те пысӑк ӗҫ тӑваҫҫӗ вӗсем. Тӗлпулура салтаксем ветерансен юхӑмӗпе ҫарпа патриотика ӗҫӗн хастарӗсене, ҫавӑн пекех вӗрентекенсене тав хучӗсем парса тав турӗҫ, ҫар операцине пулӑшнӑшӑн медальсемпе чысларӗҫ. Совет ҫарӗн Германири ушкӑнӗн ветеранӗсен Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗнчи уйрӑмӗн председателӗ Александр Карзанов вара кӑкӑр ум паллине тивӗҫрӗ.
Кашни вӑхӑтӑн хӑйӗн паттӑрӗсем. Вӗсем ҫитӗнекен ӑрӑва чӑн-чӑн патриот пулма ырӑ тӗслӗх кӑтартаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та вӗсемпе ҫыхӑннӑ астӑвӑм та яланах кашни ҫыннӑн чӗринче пултӑр, теҫҫӗ шӑмӑршӑсем.
Алексей Енейкин, Артур Галкин