Хавхаланса ӳкерчӗксем турӗҫ, ӑшӑ та ҫепӗҫ сӑмахсем ҫырчӗҫ

Ҫитес вырсарникун ҫӗршывра аттесен кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Ку уява нумай пулмасть ҫирӗплетнӗ пулин те унӑн пӗлтерӗшӗ ҫулран-ҫул ӳссех пырать. Ҫак куна халалласа Чӑваш Енри "Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем" фондӑн уйрӑмӗнче ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен ҫемйисене хавхалантарас тӗллевпе уяв иртрӗ. 

Ку фонда ятарлӑ ҫар операцийӗн кашни ветеранне, вӗсен тӑванӗсене, ҫапӑҫу хирӗнчен таврӑнайман салтаксен ҫемйисене пулӑшу кӳрес тӗллевпе йӗркеленӗ. Кунта чылай ыйтӑва татса пама пултараҫҫӗ. Уяв умӗн фонда Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисен мӑшӑрӗсем ачисемпе пӗрле тӗл пулӑва килчӗҫ. Вӗсем валли "Манӑн атте - паттӑр" ӳкерчӗксен конкурсне йӗркелерӗҫ. 

Ачасем ашшӗсене савӑнтарас тесе хавхаланса ӳкерчӗксем турӗҫ, ӑшӑ та ҫепӗҫ сӑмахсем ҫырчӗҫ. Вӗсенчен кашниех ҫывӑх ҫынни киле тӗрӗс-тӗкел та сывӑ таврӑнасса шанса кӗтет. Ксюша Порфирьеван ашшӗ те халӗ хӗрӳ вырӑнта. Вӑл унӑн паттӑрлӑхӗпе чӑннипех те мӑнаҫланать. 

Рената Николаева икӗ хӗр пӗрчийӗпе килнӗ. Вӑл кунта малтанах мӑшӑрӗ ятарлӑ ҫар операцине лексен пулӑшупа хӳтлӗх шыраса пынӑ. Халӗ хӑй те кунта волонтер пулса ачасемпе ӗҫлет, чун ыйтнипе ытти хӗрарӑмсене май пултарнӑ таран ҫӑмӑллӑх кӳрес тесе тӑрӑшать. 

Оксана Верликова, Вадим Владимиров