Хӑшӗ-пӗрин ӗҫлемелли вӑхӑчӗ икӗ хут иртсе кайнӑ

Шыв, канализаци, электричество тытӑмне тата ҫивиттине юсаҫҫӗ. Шупашкарта нумай хваттерлӗ ҫуртсене тӗпрен юсамалли кӑҫалхи программа вӑй илсе пырать. Вӑл шутра лифтсене улӑштарассине пысӑк тимлӗх уйӑрӗҫ. 

Кивӗ лифтсем - хула хуҫалӑхӗн чи ҫивӗч ыйтӑвӗсенчен пӗри. Хӑпарса анмалли хатӗрсенчен чылайӑшӗн ӗҫлемелли вӑхӑчӗ тахҫанах тухнӑ. Ҫавӑнпа вӗсене ҫине тӑрсах ҫӗнетмелле. 

Стрелоксен 139-мӗш дивизийӗн урамӗнчи 4-мӗш ҫурта 45 ҫул каялла хута янӑ. Ҫак тапхӑрта вӑл, паллах, юхӑнма ӗлкӗрнӗ, лифтсем те кивелнӗ. Сӑмах май, вӗсен ӗҫлемелли вӑхӑчӗ 25 ҫул. Пӗлтӗр чӳречесене, ҫурт ҫывӑхӗнчи ҫулсене юсама ӗлкӗрнӗ. Лифтсене хӑвӑртрах улӑштарасчӗ, теҫҫӗ кунта пурӑнакансем. Ҫурта пӑхса тӑракан компанипе кунта пурӑнакансем тӑрӑшнипе тӗплӗ юсав программине 30-мӗш ҫулта мар, кӑҫалах кӗме пултарнӑ. 

Ӗҫсем кунта кал-кал пыраҫҫӗ. Рабочисем халӗ лифтсен алӑкӗсене ылмаштараҫҫӗ. Тимӗр пайсене пӑрахмаҫҫӗ - вӗсене управляющи компани пуҫтарса пырать. Тимӗр-тӑмӑра сутса тунӑ тупӑша ытти кирлӗ ӗҫе яраҫҫӗ. Ку ҫуртри лифтсене утӑ уйӑхӗнче хута яма шантараҫҫӗ. Унччен кунта пурӑнакансем йывӑрлӑха тӳсме хатӗр.

Надежда Александрова, Михаил Солин