Хӑрушӑ та хумхануллӑ тапхӑра тавӑракан экспозици

"Чӑваш Ен Геройӗсем. Иртни тата хальхи". Ҫак ятпа Ҫӗнӗ Шупашкарти историпе таврапӗлӳ музейӗнче тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин тата паянхи ятарлӑ операци паттӑрӗсене халалланӑ курав уҫӑлчӗ. Чӳк уйӑхӗччен пыракан экспозицие чи малтан ҫитсе курнисен йышӗнче Республика Пуҫлӑхӗ пулчӗ. 

Окопа кӗретӗн те 1944-мӗш ҫулти Могилеври урама тухатӑн. Ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнчен 28-мӗшӗччен кунта хӑрушла ӗҫ-пуҫ пулнӑ - Стрелоксен 139-мӗш дивизийӗ тӑшмансем ҫавӑрса илнӗ Белоруссин хӗвелтухӑҫ енчи хулине ирӗке кӑларас операци ирттернӗ. Ку дивизи 70 процент чухлӗ чӑваш салтакӗсенчен тӑнӑ. Унӑн полкӗсем Кӳкеҫре, Ишлейре, Иккассинче, Шӑмӑшра йӗркеленнӗ. 

Музей пӳлӗмӗсенче пӗр чарӑнми тупӑ шартлатни, хӗҫ-пӑшалтан пени илтӗнет. Самантлӑх та лӑпланми шӑв-шав чуна ҫӳҫентерет. Кунта ҫав тапхӑр чӑнлӑхне туллин кӑтартса пама тӑрӑшнӑ. Экспозицие йӗркеленӗ Дмитрий Кузьминпа проект авторӗ Вячеслав Тукаев интерактивлӑ курава тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтерӳшӗн юн тӑкнӑ чӑваш салтакӗсен паттӑрлӑхне халалланӑ. Персе-сирпӗтсе юрӑхсӑра кӑларнӑ ҫуртсем, нимӗҫ самолечӗн юлашкисем, дзот, техникӑпа хӗҫ-пӑшал, партизансене хупса усранӑ камерӑсем. Ҫӗнӗ Шупашкарти историпе таврапӗлӳ музейӗ курма килнисене хӑрушӑ та хумхануллӑ тапхӑра тавӑрать.

"Чӑваш Ен Геройӗсем" куравӑн 2-мӗш тапхӑрне паянхи паттӑрсене - ятарлӑ ҫар операцийӗн салтакӗсене халаллас тенӗ. Экспозиципе кашни кӑмӑл тӑвакан чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗччен паллашма пултарӗ. 

Алиса Александрова, Димитрий Макаров