Хӑнасене тӗрлӗ халӑх йӑли-йӗрки пирки каласа кӑтартаҫҫӗ

Ҫӗртме уйӑхӗнче Шупашкарти Хальхи ӳнер центрӗнче Раҫҫейри халӑхсене халалланӑ курав уҫӑлнӑ. Экспозицире - Питӗрти Император фарфор завочӗн ҫӗнетнӗ коллекцийӗ. Паянхи кун пин-пин ҫын паха экспонатсемпе паллашнӑ. Хальхинче хӑнара ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен ҫемйисем пулчӗҫ. 

Коллекцийӗн историйӗ нумай ҫула тӑсӑлать. Раҫҫей империйӗнче пурӑнакан халӑхсене сӑнарлакан кӳлепесен пуххине кӑларасси Иккӗмӗш Николай патша шухӑшӗ пулнӑ. Малтан 400 арҫын тата хӗрарӑм кӗлетки тума палӑртнӑ. Хӑш-пӗр халӑхӑн тумсенче пӗрпеклӗх пуррине ӑнлансан 73 халӑх скульптурине ӑсталама йышӑннӑ. Чӑваш Енри куравра Император фарфор заводӗнче кӑларнӑ 40 кӳлепе пур. Курав ҫав тери сумлӑ та паха шутланнӑран хуласем ӑна хӑйсем патӗнче йышӑнма чылай маларах черете тӑраҫҫӗ. Чӑваш Енре вӑл ҫӗртме уйӑхӗн вӗҫӗччен пулать. Паянхи кун тӗлне унпа 3 пин ытла ҫын паллашнӑ. Ачасемпе ашшӗ-амӑшӗ те кӑсӑклансах экскурсие хутшӑнчӗҫ. Хӑнасене тӗрлӗ халӑх йӑли-йӗрки, хӑйне евӗрлӗхӗ пирки каласа кӑтартрӗҫ. 

Фарфор завочӗн ячӗ-сумӗ кобальт сеткипе савӑт-сапана эрешлессипе те паллӑ. Ачасем валли ҫак меслете тӗпе хурса ӑсталӑх урокӗсем ирттереҫҫӗ. Пӗр пӑхсан ҫӑмӑл пек туйӑнакан ӳкерчӗк тимлӗ те асӑрхануллӑ пулма хистет. Ачасем кӑсӑклансах ӗҫлерӗҫ. 

Мастер-класран ачасене хӑйсем эрешленӗ турилккесене парнелӗх килӗсене парса яраҫҫӗ. 

Алиса Александрова, Вадим Владимиров