Хамӑр тӑрӑхра кӑна мар, ытти ҫӗршывсенче те килӗштернӗ

Хӗрлӗ Чутай округӗнчи «Санккино» сыр завочӗ кӑларакан юр-вара Раҫҫейри 35 региона тата Казахстана ӑсатаҫҫӗ. Предприяти ҫакӑнпа кӑна лӑпланса ларасшӑн мар, тӗллевӗсем пысӑк.  

Предприятие тӑватӑ ҫул каялла «Перспектива» грант пулӑшнипе хута янӑ. Ун чухне уйӑхне 200 кило сыр кӑларнӑ, паян — 60 тонна. Ку кӑтартӑва 100 тоннӑна ҫитерме те хатӗр, ҫакна валли кунта пӗтӗм май пур: чӗр тавар ҫителӗклӗ, ӑна тирпейлемелли хатӗрсем ҫӗнӗ те хӑватлӑ.  Паянхи кун предприятире ҫемҫе сырӑн 14 сортне пӗҫереҫҫӗ. Тӗрлӗ тутӑллине тӑваҫҫӗ, ҫипӗ евӗрлӗ те, ҫивӗтлесе те кӑлараҫҫӗ.

Пахалӑх - тӗп вырӑнта, - теҫҫӗ кунта. Унсӑрӑн туянакан кӑмӑлне ҫавӑрма пулмӗччӗ. Сӗте тӗплӗ тӗрӗслесе йышӑнаҫҫӗ, мӗн пур технологие пӑхӑнса ӗҫлеҫҫӗ. Завод хуҫи Светлана Михопарова хӑй тавра ӑста специалистсене пуҫтарнӑ.  

Бренда аталантарассине предприяти тӗпе хурать. Ӑна лавкка сентрисем ҫинче тӳрех уйӑрса илме пултарччӑр, - тет Светлана Михопарова. Ҫавна май сыра чӗркемелли хута илӗртӳллӗ, хитре тума тӑрӑшаҫҫӗ. Нумай пулмасть ҫӗнӗ упаковка линийӗ  вырнаҫтарнӑ.  "Санккино" урӑх ҫӗршывсене те ҫул уҫас тӗллевлӗ. Хальлӗхе Казахстанпа ҫыхӑну йӗркеленӗ.  Ҫӗнӗ шая тухма предприятие Экспорт пулӑшӑвӗн центрӗ май туса панӑ.

"Продэкспо" курава сыр завочӗ кӑҫал та хутшӑннӑ. Хальхинче Беларуҫ, Азербайджан, Армени ҫӗршывӗсемпе суту-илӳ йӗркелемелли майсем уҫӑлнӑ. Предприяти аталану ҫулӗпе ҫирӗппӗн утать. Ҫӗнӗ цех уҫса производствӑна ӳстерес тӗллевлӗ кунта.

Екатерина Фомина, Лидия Галактионова, Виктор Степанов