Истори тӗлӗшӗнчен пысӑк пӗлтерӗшлӗ конференци ҫӗршыври 11 регионти специалистсене пухрӗ. Ӑсчахсем Тутарстан, Мордва, Чӗмпӗр, Самар тӑрӑхӗсенчен тата Мускавпа Питӗр хулисенчен килнӗ. Ҫавӑн пекех хӑнасен йышӗнче республикӑри архивсенче, музейсемпе вулавӑшсенче тӑрӑшакансем, патшалӑх тытӑмӗнче тимлекенсем тата студентсем пулчӗҫ. Аваллӑх управҫисем малтанах пухӑннисене Шупашкарӑн ҫавра ҫулне халалланӑ куравсемпе паллаштарчӗҫ. Вӗсенче кӑтартнӑ документсемпе сӑнӳкерчӗксем авалхи хулан халиччен никам пӗлмен кӑсӑклӑ пулӑмӗсене ҫутатаҫҫӗ.
Ятлӑ-сумлӑ ӑсчахсемпе пӗрлех аспирантсем те тӑрӑшсах хӑйсен доклачӗсемпе паллаштарчӗҫ. Кашнийӗ хула историне хӑйне майлӑ тӗпчесе хӑш-пӗр кӑсӑклӑ самантсене уҫӑмлатнӑ. Вӗсенче Шупашкар халӑхӗ тӗрлӗ ӗмӗрте мӗнле пурӑнни, ҫывӑхри ял-хуласемпе еплерех хутшӑнса аталанни курӑнать. Малтан чиркӳсем, унтан тӗрлӗрен предприяти ҫӗкленни хула пурнӑҫне уйрӑмах пысӑк витӗм кӳнӗ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче вара ҫар хатӗрӗ кӑларнине пула промышленнӑҫ аталанма пуҫланӑ. Малалли истори калама ҫук пысӑк ҫитӗнӳсемпе ҫырӑнма пуҫланӑ. Калӑпӑр, паянхи Шупашкара 50-60 ҫул каяллахипе танлаштарма та ҫук. Истори архивӗ ҫак тапхӑрти улшӑнусене сӑнлакан хӑйнеевӗрлӗ сӑнӳкерчӗксен пуххипе пуянланчӗ. Вӗсене чылай ҫул хушши Алексей Киров краевед пухса хатӗрленӗ.
Истори архивӗн ҫӗнӗ ҫуртӗнчи курав ҫулталӑк вӗҫленичченех ӗҫлӗ. Халӑхсем хушшинчи наукӑпа практика конференцийӗнчи материалсем вара ятарлӑ кӗнекере кун ҫути курӗҫ.
Алексей Енейкин, Виктор Чугаров