Хальхи вӑхӑтра ветерансен чӗрӗ асаилӗвӗсем уйрӑмах хаклӑ

Вӗсем вӑрҫӑ синкерӗ пирки каласа кӑтартнипе нимӗнле кино та танлашаймасть. Ҫавна май тӗп хулари 65-мӗш тата 201-мӗш ача сатне ҫӳрекенсем Ҫар мухтавӗн музейӗнче 99 ҫулти вӑрҫӑ ветеранӗпе Евгений Беляевпа тӗл пулчӗҫ.

Евгений Беляев ача сатне ҫӳрекенсемпе пӗр сехете яхӑн калаҫрӗ. Ветеран хӑйӗн ачалӑхне, техникумра вӗреннӗ вӑхӑтне аса илчӗ. Уйрӑмах вӑрҫӑ пуҫланни тарӑн йӗр хӑварнине палӑртрӗ. Евгений Григорьевич Воронеж, 1-мӗш Украина тата 1-мӗш Прибалтика фронтӗнче пулнӑ. 15-мӗш гварди танк полкӗн 6-мӗш корпусӗн шутӗнче ҫапӑҫнӑ. Вӑрҫӑ  вӗҫленсен Евгений Григорьевич Чулхула университетӗнче вӗреннӗ. Диплом илнӗ хыҫҫӑн Чӑваш патшалӑх университетне вырнаҫнӑ. Аслӑ шкулта хисеплӗ ветеран ӗмӗрӗпех тӑрӑшнӑ, 40 ҫул истори вӗрентнӗ. Халӗ те вӑл ҫирӗп-ха: тӑтӑшах тухса ҫӳрет, ҫамрӑксемпе тӗл пулать. Ачасене вӑл ашшӗ-амӑшне итлеме тата лайӑх вӗренме сунчӗ.

Сатике ҫӳрекенсем ветеран кӑмӑлне сӑвӑсемпе юрӑсем шӑрантарса ҫӗклерӗҫ. Хӑйсемпе тӗл пулма вӑхӑт тупнӑшӑн тав турӗҫ. Ачасем нумай ҫӗнни пӗлчӗҫ. Экскурсоводсем Ҫар мухтавӗн музейӗнчи кашни экспонатпа кӑсӑклӑ паллаштарчӗҫ.

Надежда Александрова, Михаил Солин