Хӑлха илтменнипе аптракансене ытти ҫынсемпе пӗрлештерекен проект

Шупашкарти пӗр суту-илӳ центрӗнче Мускаври музей йӗркеленӗ "Шӑплӑхра" ятлӑ курав ӗҫлеме пуҫларӗ. Ӑна курма килекенсем шӑв-шавран хӳтӗлекен хӑлхалӑх тӑхӑнса пӗр-пӗрне илтмесӗр, сасӑ кӑлармасӑр калаҫма пултараҫҫӗ. 

Шупашкарччен ҫак курав ҫӗршыври 9 хулара пулнӑ. Ҫак тапхӑрта хӑлха илтменнисен шӑплӑх тӗнчипе 55 пин ытла ҫын паллашнӑ. Хӑйнеевӗрлӗ музея Мария Айзина йӗркеленӗ. Пурте расна пулин те пӗр-пӗрне ӑнланни пӗлтерӗшлӗ, тет вӑл. Кунта килекенсем шӑв-шавран хӳтӗлекен хӑлхалӑх тӑхӑнса калаҫмасӑр ку е вӑл япалана тата мӗн туйнине ӑнлантарса параҫҫӗ

Кунта килнисем пӗр-пӗринпе алӑпа хусканусем туса - пантомима мелӗпе пӗр-пӗринпе калаҫаҫҫӗ. Хӑнасемпе ҫавӑн пекех мастер-класс ирттереҫҫӗ. Унта вӗсем шӑккалатран канфет е тутлӑ шӑршӑ кӑларакан амулет хатӗрлеҫҫӗ. Музейри экскурсоводсем хӑйсем те хӑлха илтменнипе аптраҫҫӗ. Апла пулин те вӗсем хӑнасемпе калаҫаҫҫӗ. Пурте пӗр-пӗрне ӑнланаҫҫӗ. 

Экспозици кӑрлач уйӑхӗн 29-мӗшчен ӗҫлет. Куракансемшӗн вӑл кӑсӑклӑ пуласси иккӗлентермест йӗркелӳҫӗсене.

 

Алена Артемкина, Екатерина Петрова, Анна Филиппова, Святослав Петров