Типнӗ курӑк, йывӑҫ-тӗм турачӗсем - дачӑсенче хӗл каҫипе ҫакнашкал тасамарлӑх чылай пухӑнать. Пушар хӑрушсӑрлӑхӗн уйрӑм йӗрки вӑй илнӗ тапхӑрта ӑна ҫунтарма юрамасть. Уйрӑмах вӑрманта тата ун ҫывӑхӗнче. Кӑвайт чӗртме те, кӑвар ҫинче апат пӗҫерме те ирӗк памаҫҫӗ ҫӑлавҫӑсем. Сад-пахчаҫӑсен "Колос" пӗрлешӗвӗ тӗп хулан кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнче, вӑрман ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ. Ҫавӑнпа та тӗрлӗ чару дача хуҫисене тӳрреммӗн пырса тивет. Шашлык ӑшаланӑ чухне те асӑрхануллӑ пулмалла. Кӑвайт ҫинчи апата кил-ҫуртран 5 метр айккинерех пӗҫермелле. Сад-пахча хуҫисене пушар хӑрушсӑрлӑх йӗркисене тепӗр хутчен аса илтерчӗҫ, асӑрхаттару хучӗсем валеҫрӗҫ. Хальхи вӑхӑтра дачӑра тӑрӑшакансем хӑйсем те вут пӗр хыпса илсен тӗпӗ-йӗрӗпе ҫунтарса яма пултарнине аван чухлаҫҫӗ.
Типнӗ курӑкпа хӑрнӑ турата пичкере ҫунтарма та сӗнмеҫҫӗ ҫӑлавҫӑсем. Е ҫулӑм алхасса каясран асӑрханса сахалшарӑн тӗп тумалла ҫӳп-ҫапа. Чӑваш Енре тахҫантанпа ҫумӑр ҫуман, ҫавӑнпа пӗчӗк вут-хӗмрен тивсе илсех хӑрушӑ пушар тухма пултарать.Ҫӑлавҫӑсем асӑрхаттарнипе дача хуҫисем те килӗшеҫҫӗ.
Алиса Александрова, Екатерина Янгалакова