Республикӑн тӗп хулинче вӑй илнӗ ырӑ пуҫару пӗлтӗрех ку тӑрӑхри Троицки поселокӗнче, унтан Кетченер районӗнче пурнӑҫланчӗ. Халӗ вара "Ҫемье вӑрманӗ" Приютненски тӑрӑхне ҫитрӗ. Хастарсем ир-ирех кунти Карпенко ячӗллӗ лицей умӗнче пуҫтарӑнчӗҫ. Ачасемпе педагогсене малтанах Алексей Автономов ял хуҫалӑх ӑслӑлӑхӗн тухтӑрӗ йывӑҫ-тӗме наукӑна пӑхӑнса лартма вӗрентрӗ. Ҫеҫенхирлӗ Калмӑк ҫӗрӗ ячӗшӗн ӗҫленине каҫармасть иккен.
Тахҫан авал ҫак ҫӗрсем ҫинче тинӗс пулнине те манмалла мар. Ура айӗнчи тӑпра паян кун та тӑварлӑ шутланать. Ҫавӑнпа та ҫак ҫӗр ҫинче пур йывӑҫ та ӳсме пултараймасть. Чӑваш Енрен илсе килсе лартнӑ юмансемпе хурӑнсем вара хӑйсене аван кӑтартнӑ. Ҫакна шута илсе пӗлӳ ҫурчӗ умне те юмансемпе туйя тӗмӗсем лартрӗҫ. Ҫапла майпа нумай пулмасть тӗпрен ҫӗнетнӗ пӗлӳ ҫурчӗн пахчи те ешӗл симӗс йывӑҫсемпе ешӗрме пуҫлас шанӑҫ пур. Малтан вара, вӗрентекенсен сӑмахӗпе, вӗсем кунта ҫулсерен кӑлӑхах тӗрлӗрен йывӑҫ ларткаланӑ.
Ырӑ ӗҫе Мускавран килсе ҫитнӗ "Смысл есть" дуэт та хаваспах хутшӑнчӗ. Иртнӗ ҫулсенче ҫак мӑшӑр "Ҫемье вӑрманӗ" проектӑн гимне те ҫырнӑ. Халӗ вӗсем ҫак юрра йывӑҫ лартакансене хавхалантармалла кӑмӑлтан юрлаҫҫӗ. Ҫапла хунавсем те лайӑх вӑй илессе шанаҫҫӗ.
Кашни йывӑҫ лартаканне кура хӑйӗн ятне илчӗ. Ачасем вара вӗсене куллен шӑварса тӑма шантарчӗҫ. Приютное ялӗнчи нумай профильлӗ гимназири ачасемпе вӗрентекенсем те симӗс акцие хаваспах хутшӑнчӗҫ. Юсав пыракан пӗлӳ ҫурчӗн пахчинче вуншар тӗп юман хунавӗ лартрӗҫ. Тӗпӗр юман аллейи вара район пульници ҫумӗнче ешӗрме пуҫлӗ. Ҫавӑн пекех хастарсем кунти хӑрнӑ туйӑсене ҫӗннисемпе улӑштарчӗҫ.
Йывӑҫсем вӑй илсе лайӑх ӳсчӗр тесен, паллах, вӗсене шӑварса тӑмалла. Йӗркеллӗ шыв вара кунта ҫукпа пӗрех. Вырӑнти халӑх урӑх тӑрӑхран турттарса килекен шывпа пурӑнать. Йывӑҫсене те унпах шӑвараҫҫӗ. Тавралӑха симӗслетесси вара Калмӑк Республикишӗн - пысӑк йывӑрлӑх. Ҫавӑнпа та ку ӗҫре яваплӑх та пысӑк. Ҫеҫенхирсем майпен-майпен пушхире ҫаврӑнса пынӑ май ҫак ыйту патшалӑх шайӗнчех ҫивӗч тӑрать. Кун пирки Чӑваш Енрен килнӗ ушкӑн вырӑнти ҫут ҫанталӑк министерствинче тӑрӑшакансемпе те пӗрре мар тӗл пулса калаҫнӑ. Ҫавӑнпа та вӗсен тӗллевӗсем пысӑк. Ырӑ акцие вара ытларах ҫын хутшӑнтӑр тесен чӑн-чӑн уява ҫавӑрма пулать. Приютное ялӗн культура ҫуртӗнче "Ҫемье вӑрманӗн" хастарӗсем халӑхпа пӗрле чаплӑ уяв ирттерчӗҫ. Калмӑкла, чӑвашла тата вырӑсла юрӑсем шӑрантарса пухӑннисене илемлӗ концерт парнелерӗҫ. Ҫакӑн евӗр тӗлпулусене малашне те йӗркелеме тупа турӗҫ.
Алексей Енейкин.








