Халӑх пуласлӑхӗ - ҫитӗнекен ӑрура

Чӑваш Енре наци конгресӗн пуҫарӑвӗпе иккӗмӗш хут пӗтӗм Раҫҫейри чӑваш ҫамрӑкӗсен "Хастар" форумӗ иртрӗ. 

Аслӑ ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗнчен килсе ҫитнӗ 60 яхӑн ҫамрӑка Шупашкар районӗнчи "Чӑваш Кӗремӗ" ятлӑ этнокомплексра хапӑл турӗҫ. Мал ӗмӗтлӗ хӗр-упраҫ Пушкӑрт, Чӗмпӗр, Оренбург, Самар, Пенза, Ленинград, Тюмень тата ытти тӑрӑхран килнӗ. Пухӑннисем малтанах таврапӗлӳ музейӗнчи тӑван халӑхӑн йӑх-несӗлӗсемпе тата вӗсен сӗм авалхи йӑли-йӗркипе паллаштаракан куравра пулчӗҫ. Тӑван чӗлхепе культура пуласлӑхне ҫамрӑксенче курасси - Чӑваш наци конгресӗн чи пысӑк тӗллевӗ. Пӗрлешӳ ертӳҫи Валерий Клементьев ку ыйтӑва халӗ уйрӑмах пусӑм тунине калать. "Хастарсемпе" пӗрле кӑҫал кӑна тӗрлӗ региона ҫитсе килме палӑртнӑ вӑл. Форум тӗрлӗрен пултарулӑх сехечӗсемпе, интерактивлӑ уроксемпе пуян пулчӗ. 

Алексей Енейкин, Олег Цыпленков