"Сурпан" пултарулӑх ушкӑнӗ - ял илемӗ. Фольклор ансамблӗ чӑваш йӑли-йӗркипе юрри-кӗввине упраса хӑварассишӗн чылайранпа тӑрӑшать. Пӗр шухӑшлисем 2011-мӗш ҫулта коллектива чӑмӑртаннӑ.
Ушкӑна Тушкилти культура ҫурчӗ ҫумӗнче йӗркелесе янӑ. Унта 13-15-рен сахал мар хастар ҫӳрет. Ансамбле пуҫарса яраканӗсенчен пӗри - вырӑнти шкулта учительте ӗҫленӗ Ольга Сергеева. Тивӗҫлӗ канӑва тухиччен чӑваш чӗлхи вӗрентнӗскер, тӑван халӑх фольклорне аван пӗлет. Ӗлӗкхи ырӑ йӑла-йӗркене ҫӗнӗрен чӗртесси, авалхи юрра-кӗвве ҫитес ӑрусем валли упраса хӑварасси - ҫакӑн пек тӗллеве тытса пырать "Сурпан" ушкӑн.
Патшалӑх уйӑрса паракан укҫа ҫумне ял-йыш 10 процентне саплаштарнӑ. Ваттисем те, ҫамрӑксем те пулӑшма килӗшнӗ. Ҫапла пӗр шухӑшлӑ пулса ҫу пуҫламӑшне кунта тӑррине витнӗ сцена туса лартнӑ.
"Сурпан" ушкӑн ялта тӑтӑшӑх концерт лартать. Вӑл республика шайӗнчи фестивальсене те час-часах хутшӑнать. Халӑх юррисене сцена ҫине тӗлӗнмелле илемлӗ кӑларма купӑсҫӑ хавхалантарать, юрлакансен ӑсталӑхӗ те тыткӑнлать, несӗлсенчен упранса юлнӑ ҫи-пуҫ куҫа илӗртет.
Сценӑна ҫӗнетесси - ялта татса памалли ыйтусенчен пӗри ҫеҫ. Халӑх пуҫарӑвӗн программипе кунта тата чылай ырӑ улшӑну пулса иртмелле.
Палӑртнӑ тӗллевсене ҫулталӑк вӗҫлениччен пурнӑҫламалла.
Ирина Николаева, Лидия Галактионова, Виктор Степанов