Халӑх фрончӗн хастарӗсем тӗп хулари хоккей коробкисене тӗрӗслерӗҫ

Ҫулла ҫуна, хӗлле урапа хатӗрлеме хушнӑ. Кӗркунне вара - хоккей вылямалли лаптӑксене. Шупашкар хула администрацийӗнче иртнӗ планеркӑра ҫакӑн пек 16 вырӑна ҫӳп-ҫапран тасатса, юсаса йӗркене кӗртнине пӗлтернӗ. Халӑх фрончӗн хастарӗсем ятарлӑ рейда тухса ҫирӗплетсех каланӑ сӑмахсен чӑнлӑхне шырарӗҫ. 

Малтанах Иван Франко урамӗнче пулса курчӗҫ вӗсем. Хоккей хапхисем тӳннӗ, пулас каток ҫӗрӗшме пуҫланӑ ҫулҫӑсемпе витӗннӗ. Ҫӳп-ҫапа пуҫтарман. Сӑнарах пӑхсан хоккей лаптӑкӗ тавралли тимӗр бортсем те ҫӗмӗрӗлнине курма пулать. "Ку вырӑна пӑрпа хупламалли кӑна юлнӑ тесе ниепле те калаймӑн", - теҫҫӗ халӑх фрончӗн хастарӗсем. Гастелло урамӗнчи хоккей курупки те малтанхинчен нимӗнпех те уйрӑлса тӑмасть. 

Хӑрушсӑрлӑх енчен шанчӑклӑ мар, хӗле чӑтса ирттересси те иккӗлентерет. Ҫав хушӑрах администраци ҫак спорт объекчӗсем ҫине пысӑк шанӑҫпа пӑхать. Хӗл валли кашнин ҫумне инструктор ҫирӗплетнӗ. "Шкул хоккей лиги" проектпа килӗшӳллӗн ирттерекен ӑмӑртусене те ачасене ҫак лаптӑксенчех хатӗрлесшӗн. 

Халӑх фрончӗн хастарӗсем ҫитнӗ виҫҫӗмӗш хоккей лаптӑкӗ Николаев урамӗнче вырнаҫнӑ. Курӑкӗ кунта ҫаплипех симӗс, тирпей те, вылякансене кӗмелли калинкке те ҫук. Хулари мӗн-пур лаптӑка пӑхса, йӗркене кӗртсе тӑма "Восток" пӗрлешӳ йӗркеленӗ. Унӑн ертӳҫи каланӑ тӑрӑх, хальхи вӑхӑтра шӑпах вӗсем пӑхса тӑракан хӑш-пӗр объекта юсаҫҫӗ. Ҫак эрнере мӗн палӑртнине туса ҫитерме шантараҫҫӗ. Халӑх фрончӗн хастарӗсем вара йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсене пурне те шута илсе кирлӗ ҫӗре ярӗҫ.

Алиса Александрова, Екатерина Янгалакова