Халӑх дружинникӗсен ӑсталӑх конкурсӗн ҫӗнтерӳҫи паллӑ

Хул-ҫурӑм ҫирӗп пулнипе пӗрлех пӗрремӗш пулӑшу пама пӗлмелле, саккунсене шӗкӗлчемелле. Шупашкарта 4-мӗш хут "Чи лайӑх дружинник" республикӑри конкурс иртрӗ.

Тупӑшӑва 15 йӗрке хуралҫи хутшӑнчӗ. Вӗсем хӑйсен хулисемпе районӗсенче - чи лайӑххисем. Халӑх дружинникӗсем обществӑлла йӗркелӗхе асӑрхаса тӑраҫҫӗ, полицисемпе ҫул-йӗр инспекторӗсене пулӑшаҫҫӗ. Тупӑшакансем чи малтанах ГТО нормисене пурнӑҫларӗҫ: пӗр вырӑнтан тӑршшӗне сикрӗҫ, ал вӑйне кӑтартрӗҫ тата ытти те. Йӗрке хуралҫисен ҫавӑн пекех пӗрремӗш пулӑшу пама пултармалла, юридици енчен те пӗлӗве ӳстерсех тӑмалла. Республикӑра пурӗ 26 дружина. Вӗсенче 600-ре яхӑн ҫын тӑрать. Кӑҫалхи сакӑр уйӑхра кӑна халӑх дружинникӗсене 3 пин ытла тӗрлӗ ӗҫ-пуҫа явӑҫтарнӑ. Вӗсем пулӑшнипе 1 преступлени тата йӗркене административлӑ майпа пӑсна 900 тӗслӗх тупса палӑртнӑ. Конкурс пӗтӗмлетӗвӗпе "Чи лайӑх дружинник" ята Вӑрнар районӗнчи Галина Павлова тивӗҫрӗ. 

 

Диана Иванова, Владимир Синдеев