Хаксемпе ҫыхӑннӑ ҫивӗч ыйтусене сӳтсе яврӗҫ

Апат-ҫимӗҫ хакӗсем мӗншӗн ӳсеҫҫӗ? Вӗсене пӗр шайра тытса тӑрас тесе патшалӑх мӗн тӑвать? Ҫакӑ тата ытти ыйтусене тавар туянакансен прависене хӳтӗлессипе ӗҫлекен Координаци канашӗн ларӑвӗнче сӳтсе яврӗҫ. 

Республикӑра пурӑнакансене лавккасемпе пасарсенче апат-ҫимӗҫ тӑрук хакланни тахҫанах хумхантарать. Кун пирки вӗсем социаллӑ сетьсенче пӗлтереҫҫӗ, яваплӑ ведомствӑсене ҫӑхавсем яраҫҫӗ. Тӗрӗслевсем те пуш-ака уйӑхӗсенче пахча-ҫимӗҫ хакӗсем сисӗнмеллех ӳснине палӑртнӑ. 

Ҫуркунне хакланнӑ таварсен йышӗнче сахӑр, тӑвар, панулми тата ытти те. Ҫав вӑхӑтрах иртнӗ эрнере консервӑ, аш-какай, сахӑр тата пысӑк суту-илӳ центрӗсенче кӑлпасси, шыв, тип ҫу, ҫӑнӑх, макаронпа кӗрпесем кӑшт йӳнелнӗ. Продукци хакӗсене пӗр шайра тытса тӑрас тесе патшалӑх усламҫӑсемпе предприятисене тӗрлӗ пулӑшӳ кӳрет. Ҫавӑн пекех республикӑра ял хуҫалӑх ярмӑрккисем ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсенче хула ҫыннисем фермерсем туса илнӗ паха тавара йӳнӗрех туянма пултараҫҫӗ. 

Елена Дмитриева, Вадим Владимиров