Ҫак историллӗ ҫурт стенисем Александр Боголюбова лайӑх ас тумалла. Кунта вӑл пуҫламӑш училище пӗтернӗ. Ҫавӑнпа та пӳрт ҫинче генерала халалланӑ асӑну хӑми те пур. Ҫапах та, ку кӑна ҫителӗксӗр. "Раҫҫей ветеранӗсен союзӗ 2012-мӗш ҫултах Совет Союзӗн геройне халалласа палӑк лартма шут тытнӑ. Каярахпа, вӑрҫӑ ветеранӗсем пӗрле пухӑнса пуҫлӑхсем патне ҫыру та ҫырнӑ.
Александр Николаевичӑн тивӗҫӗсем чӑнниех те пысӑк. Малтанах вӑл Граждан вӑрҫинче ҫапӑҫнӑ. Унтан салтак тивӗҫне пурнӑҫласа ӑсталӑхпа пӗлӳ шайне ӳстерсе пынӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫланнӑ тӗле ҫар академийӗ таранчченех пӗтернӗ. Фронтра чи витӗмлӗ ҫар пуҫӗсемпе пӗрле ӗҫленӗ. 2-мӗш Беларуҫ фрончӗн штабне ертсе пынӑ. Унтах "Багратион" операци йӗркелесе тӑшмана Германие ҫити хӑваланӑ. Сталин хушӑвӗпе "Совет Союзӗн геройӗ" ята тивӗҫнӗ.
Александр Боголюбов генерал-полковник 55 ҫул ҫеҫ пурӑннӑ. Ҫавах та, унӑн мухтавлӑ ятне паянхи ҫамрӑксем те асра тытса пурӑнаҫҫӗ. Тен, ҫитес вӑхӑтрах, вӑл ҫуралса ӳснӗ кӳлемӗш ҫывӑхӗнче паттӑр ячӗпе палӑк уҫасса шанаҫҫӗ.
Алексей Енейкин, Михаил Солин