1984-мӗш ҫулта Афган вӑрҫинче "Панджшер" операци пуҫланнӑ. Унти ҫапӑҫусене кӗртсе янӑ 682-мӗш полкӑн 1-мӗш батальонӗнче вара чӑваш ҫамрӑкӗсем пулнӑ. Вӑл йышра - Канаш тӑрӑхӗнчи Ушанар ялӗнче ҫуралса ӳснӗ 20 ҫулти Владимир Михайлов та. Разведчиксем кӗҫех килӗсене таврӑнасси пирки пӗлтерсе ҫемйисене ҫыру та яма ӗлкӗрнӗ. Анчах та юлашки ҫапӑҫуран чӗрӗ тухма пӳрмен салтаксене.
Афганистанри ҫапӑҫусем ҫинчен ниҫта та ҫырма юраманран ҫак паттӑрлӑх историйӗ манӑҫа юлнӑ. Ун пирки ҫар ветеранӗсем хӑйсем те пӗлтӗр кӑна пӗлнӗ. Салтаксем тӗрлӗ тӑрӑхра пурӑнакан Афганистан вӑрҫин ветеранӗсемпе пӗрле Владимир Михайловӑн вил тӑприйӗ ҫинче пухӑннӑ пулнӑ. Унта Узбекистанран килнӗ Нурсултан Шарипов каракалпак ҫынни те пулнӑ. Вӑл, шӑпах, чӑваш салтакӗн вӑрҫӑри паттӑрлӑхне уҫӑмлатнӑ.
Анатолий Хмыт ҫыравҫӑ шӑп ҫав вӑхӑтра Афган паттӑрӗсемпе ҫыхӑннӑ черетлӗ кӗнекине ҫырма тытӑннӑ пулнӑ. Паха информаци шыраса Украинӑра пурӑнакан Александр Устиновпа паллашма тӳр килнӗ. Ӑна вара Владимир Михайлов вилӗмӗ пирки урӑх салтак - Александр Переплётанный каласа кӑтартнӑ пулнӑ. Ту ҫинчен анса пыракан маджахетсем пирӗн аманнӑ салтаксене вӗлерсе пынине хӑй куҫӗпе курнӑ вӑл.
Хазар тӑвӗсем хушшинчи хӑрушӑ ҫапӑҫура Королев батальонӗнчи нумай салтакпа офицер вилнӗ. Чӗрӗ юлнисем Калуга облаҫӗнчи Балабановӑра хӑйсен организацине туса хунӑ. Чӑваш салтакӗн паттӑрлӑхне уҫӑмлатас ӗҫре те пӗрлешӳри ветерансем хастар хутшӑнаҫҫӗ. Владимир Михайлова вилнӗ хыҫҫӑн "Хӗрлӗ ҫӑлтӑр" орденне кӑна пани ҫителӗксӗр пулнине палӑртса ӑна пысӑкрах наградӑпа чысламаллине калаҫҫӗ. Паттӑрсен вилӗмне йышӑнса ыттисене ҫӑлса хӑварнӑ салтак "Раҫҫей геройӗ" ята илме тивӗҫ пулнине ҫирӗплетеҫҫӗ.
Ҫар комиссариатӗнче пухӑннӑ ветерансем халӗ Республика Пуҫлӑхӗ патне ямашкӑн ятарлӑ документ хатӗрлеҫҫӗ. Паттӑрлӑх историйӗ ҫӗршыв президенчӗ патне ҫитсен Афган вӑрҫинче пуҫ хунӑ салтак "Раҫҫей геройӗ" ята тивӗҫме пултарӗ. Ҫак ыйтупа ветерансем ырра шанса малалла ӗҫлеҫҫӗ.
Алексей Енейкин, Вадим Владимиров