Германири ҫулҫӳревҫӗ Раҫҫейри чылай хулана велосипедпа ҫитнӗ

Шкулта ӗҫ тата физкультура учителӗ пулнӑскер тивӗҫлӗ канӑва тухсан тӗнче курса ҫӳрес тенӗ. Нимӗҫ ҫулҫӳревҫи Альфред Мэр пирки сӑмах. Вӑл таҫта та ҫитнӗ, анчах та ку тарнччен Раҫҫейре пӗрре те пулман. 

74 ҫулти Альфред Мэр велосипедпа тӗнче тӑрӑх ҫӳреме 10 ҫул каялла пуҫланӑ. Пирӗн ҫӗршывпа Питӗртен паллашма тытӑннӑ. Унтан Мускавра, Владимирта, Чулхулара пулса курнӑ. "Ылтӑн ункӑ" йышне кӗрекен хуласене те ҫитнӗ. Шупашкар хыҫҫӑн вара Хусана ҫул тытать. Ҫапла Альфред 6000 пин ҫухрӑм парӑнтарать.

Альфредӑн ҫыру урлӑ туслашнӑ юлташӗ нумай. Мускавра ӑна хӑйӗн пекех велосипедпа ҫӳреме кӑмӑллакан Антон Сазонов кӗтсе илнӗ. Хусанта - Ильдус Янышев. Чӑваш ҫӗрӗнче те хӑнана питӗ хавас пулчӗҫ. Республикӑри велопӗрлешӳ хастарӗсем ӑна тӗп хула илемӗпе паллаштарчӗҫ.

Альфред Мэр Европӑра, Аляскӑра, Кӑнтӑр тата Ҫурҫӗр Америкӑсенче пулнӑ. Раҫҫейе ҫитсе курма та тахҫанах ӗмӗтленнӗ. Анчах та унӑн шухӑшне тӑванӗсемпе юлташӗсем ырламан, хӑрушӑ тенӗ. Халӗ чикӗ леш енчи хӑнан кӑмӑлӗ йӑлтах улшӑнна - вӑл Раҫҫейре питӗ ырӑ та тараватлӑ ҫынсем пурӑннине курса ӗненнӗ. Ҫулҫӳревҫӗ социаллӑ тытӑмсене хастар тытса пырать. Вӑл шутра пирӗн ҫӗршывра ӑна мӗнле кӗтсе илни пирки те пӗлтерсех тӑрать. Альфред палӑртнӑ тӑрӑх, тӑван тӑрӑхне таврӑнсан та юлташӗсемпе ҫывӑх ҫыннисене Раҫҫейри туслӑ халӑх ҫинчен тӗплӗнрех каласа кӑтартӗ. Сӑмах май, унӑн Германие Турци урлӑ таврӑнма тивет. Тӳрремӗн Раҫҫейрен рейссем ҫук.

 

Диана Иванова, Валерия Яковлева, Михаил Солин