"ФормART" фестивальте виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ

Пӗрремӗш хут Чӑваш Ен Атӑл тӑрӑхӗнчи федераци округӗнче иртекен "ФормART" фестивалӗн ҫӗнтерӳҫисен йышне кӗчӗ. Шупашкарти Алексей Чернов ӳнерҫӗ ӗҫне тӳресем пысӑк хак пачӗҫ. 

Конкурс пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх Алексей Чернов виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. «Манӑн ӗҫшӗн сасӑланӑ, ӑна хатӗрлеме пулӑшнӑ ҫынсене пурне те пысӑк тав», - тет ӳнерҫӗ. Алексей Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн ҫурт стени ҫинче граффити ӳкернӗ. Ҫак аслӑ шкулта ӳнерпе графика факультетне пӗтернӗ ҫамрӑк хӑйӗн картининче художниксемпе музыкантсене сӑнарланӑ. Ҫакӑн пек калӑпӑшлӑ ӗҫе тума 150-а яхӑн баллон, 5 витре сӑрӑ кирлӗ пулнӑ. Конкурсра виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑшӑн Алексей Чернова 100 пин тенкӗ парса хавхалантарӗҫ.

Екатерина Фомина, Дарья Петрова, Виктор Степанов