Филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, поэт, прозаик Георгий Федоров пурӑннӑ пулсан 80 ҫул тултармаллаччӗ 

Унӑн ячӗ чӑваш литературипе ӑслӑлӑх историне ӗмӗрлӗхех ҫырӑнса юлчӗ. Паллӑ ентешӗмӗре халалласа Чӑваш наци библиотекинче "Тупасчӗ сӑмахӑн пӗртен-пӗр таса вӑрттӑнне..."литература каҫӗ иртрӗ. 

Георгий Иосифович 1942-мӗш ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Ҫӗмӗрле районӗнчи Патаккасси ялӗнче ҫуралнӑ. Хутарти вӑтам шкулта 6-мӗш класра вӗреннӗ чухнех сӑвӑсем ҫырма пуҫланӑ. Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн учительте тӑрӑшнӑ, ҫав вӑхӑтрах Ӑслӑлӑх тӗпчев институтӗнче наука сотрудникӗ пулнӑ. 1998 ҫулта ӑна Чӑваш патшалӑх университечӗн стилистикӑпа библиотековедени кафедрин ертӳҫи пулма суйланӑ. 1992-мӗш ҫулта Георгий Иосифович Раҫҫей Писательсен союзне кӗнӗ. Унӑн ӗҫӗсем 1970-мӗш ҫултанпа тӑтӑшах "Тӑван Атӑл", "Ялав" тата ытти журналсенче пичетленсе пынӑ. 250 ӑслӑлӑх ӗҫӗ хатӗрленӗ вӑл, 4 монографи, нумай вӗренӳ пособийӗн авторӗ. Чӑваш прозипе поэзи аталанӑвне, вӗсен хӑйнеевӗрлӗхӗпе ҫӗнӗлӗхне тӗпченӗ.

Надежда Александрова, Игорь Ульянов