Эвакуациленисем хӑйсене лайӑх туяҫҫӗ, никам та суранланман 

Шупашкарти экономикӑпа технологи колледжӗн общежитийӗнчен ҫынсене васкавлӑн эвакуацилеме тивнӗ. Инкек тухнӑ вырӑна вут-ҫулӑма хирӗҫ кӗрешекенсене хуралҫӑ чӗнсе илнӗ. 

Телее, ку вӑл вӗренӳ пулнӑ. Чрезвычайлӑ лару-тӑру министерствин регионти уйрӑмӗ ҫапла майпа халӑх йышлӑ пухӑнакан нумай хутлӑ ҫуртсенче пушар тухас пулсан ӑна тӗп тумалли хӑнӑхӑва тепӗр хутчен ҫирӗплетрӗ. Юлашки вӑхӑтра общежитисенче "хӗрлӗ автан" алхасни пирки час-часах хыпарлаҫҫӗ. Бригада вырӑна кӗске хушӑрах ҫитрӗ. Пӑрӑхсене вут тухнӑ тӗле тӑсса ҫитерме ҫӑлавҫӑсене тепӗр темиҫе минут кирлӗ пулчӗ. Ҫурт умӗнче оперштаб йӗркеленӗ. Унта Шупашкарти гарнизон ӗҫне пысӑка хурса хакларӗҫ. 

Алиса Александрова