Етӗрне тӑрӑхӗнчи Вӑрманкас Етӗрнере десантниксене халалласа стела лартнӑ

Ӑна Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин паттӑрӗсен ячӗпе уҫнӑ палӑк ҫумне вырнаҫтарнӑ. Стелана ял халӑхӗпе пӗрле чыслӑн уҫрӗҫ.

Уява вӑрманкасетӗрнесем тата юнашар ялсенче пурӑнакансем пухӑнчӗҫ. Десантниксем Александр Степановпа Дмитрий Рыбаков пуҫарӑвéпе ялта тата тепéр палӑк лартма шутланӑ. Пархатарлá ӗҫшӗн, патриотла юхӑма аталантарнӑшӑн вӗсене округ пуçлáхéн ятӗнчен тав хучӗсем парса чысларӗҫ. Çамрӑксем стелана вырнаçтарма пулӑшнӑшӑн ял халӑхне тав турéç. Палӑка мӗнпур десантника халалланá: Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине, Чеченри, Афганистанри çапӑçусене хутшáннисене те, паян çар операцийӗнче неофашизма хирӗҫ кӗрешекенсене те. Çӗнӗ палӑка шӑпах Александр Степановпа Дмитрий Рыбаков уҫрӗҫ. Пухӑннисем стела умне чечексем хучӗҫ. Çак вырӑна малашне тирпей-илемре тытса тӑрасси пирки каларӗç. 

Уяв малалла кану паркне куçрé. Ӑна десантниксем хӑйсен гимнe юрласа пуçларéç. Ял-йыша “Талисман” ушкáнти Андрей Николаевпа Чáваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Юрий Катков патриотла юрӑсем парнелерéç. Çав вӑхӑтрах кунта «ВОИН» центрти инструкторсем пӗрремӗш васкавлӑ пулӑшу пама, пӑшалтан тӗл пеме вӗрентрӗç, сапepсен ӗҫӗ пирки каласа кӑтартрӗҫ. Инструкторсем ӑнлантарнипе ачасем те, аслисем те кӑсӑкланчӗҫ. Ҫавӑн пекех пухӑннисем тӗрлӗ хӗç-пӑшалпа паллашма пултарчӗҫ. Юлашкинчен уява йӗркелекенсем ачасене пылак парнесем парса савӑнтарчӗҫ. 

Алена Артемкина