Етӗрне тӑрӑхӗнчи Вӑрманкас Етӗрнере Аслӑ Ҫӗнтерӗве чыслӑн уявларӗҫ

Ял халӑхӗ малтан митинга пухӑнчӗ, унтан патриотла юрӑсeм итлесе киленчӗ. 

Уява кӳршӗ ялсенче пурӑнакансем те килсе ҫитнӗ. Чылайӑшӗ хӑйсен йӑхӗнчи салтаксен сӑнӳкерчӗкӗсемпе, чечексемпе килнӗ. Митингра фашистсене хирӗҫ ҫапӑҫнӑ паттӑрсем умӗнче пуҫ тайрӗҫ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине Вӑрманкас Етӗрнерен 89 ҫын хутшӑннӑ. Вӗсенчен 38-шӗ тӑван киле таврӑнайман. Ҫапах та никам та манӑҫман. Ялта 4 ҫул каялла вӑрҫӑ паттӑрӗсене халалласа стела тунӑ. Кунти гранит плитасем ҫинче çӗнтерӗве туптанӑ кашни салтак ятне ҫырса вилӗмсӗрлетнӗ. Вӗсене сума суса палӑк умне чечексем хучӗҫ. Митингра ятарлӑ ҫар операцин ветеранӗсем те тухса калаҫрӗҫ. Раҫҫей салтакӗсем паян тӗнчере пуҫ ҫӗклекен неонацизма хирӗҫ кӗрешеҫҫӗ. Владимир Рыбаков пуҫарӑвӗпе Вӑрманкас Етӗрнере пурӑнакансем хамӑрӑн салтаксем патне УАЗ машина ӑсатас тӗллевлӗ. Ялти арҫынсем техникӑна халь фронт валли хатӗрлеҫҫӗ. Унччен вӗсем кунти пӗр салтак валли 175 пин тенкӗ пухса тӗрлӗ хатӗр туянса волонтёрсенчен парса янӑччӗ. Митинг хыҫҫӑн уяв кану паркне куҫрӗ. Кунта Шалти ӗҫсен министерстви ҫумӗнчи «Талисман» ансамбль патриотла юрӑсем шӑрантарчӗ. 

Алена Артёмкина