Етӗрне тӑрӑхӗнчи Анат Явӑшра ял уявӗ иртрӗ

Чӑваш Енре мӗн ӗлӗкрен паллӑ тунӑ ял уявӗсем ҫӗнӗрен вӑй илеҫҫӗ. Кашни эрнерех тӗрлӗ тӑрӑхра кӗр кӗрлесе халӑх кӑмӑлне ҫӗклеҫҫӗ. Нумай пулмасть, Етӗрне округӗнчи Анат Явӑшра та ял кунӗ иртрӗ. 

Уява тӗрлӗ тӑрӑхран пухӑнакан хӑнасем малтанах Анат Явӑш ялӗн ҫӑви ҫинче пуҫтарӑнчӗҫ. Кунта Чӑваш наци конгресне 16 ҫул ертсе пынӑ Геннадий Архипов ӗмӗрхи канлӗхне тупнӑ. Геннадий Николаевич пиртен уйрӑлса кайнӑранпа кӑҫал 8 ҫул ҫитрӗ. Пухӑннисем ӑна ырӑ сӑмахсемпе аса илсе вил тӑприйӗ ҫине чечексем хучӗҫ. Сӑваплӑ ӗҫ хыҫҫӑн халӑх ял уявӗн лапамне куҫрӗ.

Мӑн Явӑш ял тӑрӑхне кӗрекен анатявӑшсем 2000-мӗш ҫулсенчен пуҫласа ҫак уява пӗр сиктермесӗр паллӑ тӑваҫҫӗ. Тарават ял-йыш пӗрле пуҫтарӑнса тӗрлӗ енне сапаланнӑ ентешӗсемпе таврари ӗмӗр туслӑ пурӑнакан хурӑнташлӑ ял ҫыннисене пӗр кӗрекере пухать.  Анатявӑшсене ял уявӗпе вырӑнти пуҫлӑхсем, инҫетрен ҫитнӗ ятлӑ-сумлӑ хӑнасем саламларӗҫ. Тӑван халӑх тӑнӑҫлӑхӗшӗн ырми-канми тӑрӑшса ӗҫлекенсене чысларӗҫ.

Тӑван халӑхӑн культура пуянлӑхне упрас, сарас тата аталантарас тӗлӗшпе пысӑк ӗҫсем тунӑшӑн чи пултаруллисем Чӑваш наци конгресӗн хисеп хутне тивӗҫрӗҫ. Валерий Клементьев хӑйпе пӗрле чӑваш эстрадин ҫӑлтӑрӗсене илсе килнӗ. Пурте вӗсем халӑха кӑмӑл туличчен савӑнтарчӗҫ.

Етӗрнесене Куславккапа Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗнчен ҫитнӗ пултарулӑх ушкӑнӗсем те хаваслӑ юрӑ-ташӑпа, мыскарасем кӑтартса савӑнтарчӗҫ. Хӑна-вӗрлене вара вӗри шӳрпепе, сӗтел тулли апат-ҫимӗҫпе сӑйларӗҫ. Кунтах ялӑн авалхи пурнӑҫне, унӑн паллӑ ҫыннисене сӑнлакан курав ӗҫлерӗ. Пухӑннисем сӑнӳкерчӗксем хушшинче хӑйсен тӑванӗсене, тус-юлташӗсене курса хӗпӗртерӗҫ. Йӑлана кӗнӗ ял уявӗн шайне чакармасӑр малашне те ҫакӑн пек ҫӳллӗ шайра йӗркелесе пыма тӑрӑшнине каларӗҫ. 

Алексей Енейкин, Александр Герасимов