Этеме ырӑ туйӑм парса чунпа ҫутӑлтаракан уяв

Паян - Кӑшарни. Христоса шыва кӗртнине асӑнса православи халӑхӗ таса ҫӑлкуҫсенче тата хӗреспе сӑвапланӑ вакӑсенче чӳхенет. Ҫапла майпа кӗҫӗр кӑна Чӑваш Енре вуншар пин ҫын Туррӑн тивлетне йышӑнчӗ. 

Кӑшарни кунне православи халӑхӗ Ҫӗнӗ ҫул капӑрлӑхӗсемпех, йӑлтӑр-ялтӑр ҫутӑсемпе кӗтсе илме хӑнӑхнӑ. Кӑнтӑр ҫутипе касса сӑвапланӑ вакӑсем тавра вара уяв каҫӗнчех хӗвӗшӳ пуҫланать. Трак тӑрӑхӗнчи уписем те ҫак саваплӑ уява чунпа кӗтеҫҫӗ. Иртнӗ ҫул тарават халӑх ял ҫумӗнчи Мӑн Ҫавал хӗрринче часовня евӗр шыва кӗмелли таса купель хатӗрленӗ. Ӑна хӑватлӑ ӗҫсем тӑвакан ҫветтуй Николай атте ячӗпе уҫрӗҫ.

Уписем муниципалитет шайӗнче иртнӗ конкурсра ҫӗнтерсе пӗлтӗр 650 пин тенке тивӗҫнӗ. Ҫав укҫапа ҫак сӑваплӑ вырӑна йӗркелеме шутланӑ та. Пархатарлӑ ӗҫре "Пинеры" пӗрлешӳ хастарӗсем, ҫавӑн пекех тӑван ялне тӑтӑшах пулӑшса пыракан Николай Степанов та хӑйӗн тӳпине хывнӑ.

Ялти Турӑ амӑшӗ ҫуралнине халалланӑ чиркӳ настоятелӗ Александр Егоров иерей кӗл туса сӑвапланӑ хыҫҫӑн ҫӗнӗ купель пурне те хапӑл турӗ. Таса шывра чӳхенес шухӑшпа Упи ялне ытти тӑрӑхран та чылай ҫын килсе ҫитрӗ. Кӑшарнири вакӑ - этеме ырӑ туйӑм парса чунпа ҫутӑлтаракан тасалӑх палли. Унта пысӑк ӗненӳпе тата ырӑ шухӑш-кӑмӑлпа кӗрсе тухаканран чир-чӗрпе ытти усал-тавраш пӑрӑнса ҫӳрет теҫҫӗ.

Пӗрлехи вӑйпа хӑватланса Упи ял тӑрӑхӗ мӗнпур ӗҫре паттӑрлӑхпа палӑрать. Умра - купель таврашне хӑтлӑх кӗртес ӗҫсем юлаҫҫӗ. Вӗсене те ял-йыш нимелле тума палӑртать. Кӑшарни каҫӗнче сӑваплӑ шыва кӗрсе тасалнипе пӗрлех ял халӑхӗ хӑйне евӗр пӗчӗк уявра савӑнчӗ.

Уяв каҫӗ уйрӑмах йышлӑн шыва кӗрекенсем яланхиллех Шупашкарти Троица ячӗллӗ арҫынсен мӑнастирӗ ҫумӗнче пуҫтарӑнчӗҫ. Кунта кӑҫал икӗ вакӑ каснӑ. Вӗсенчи лару тӑрӑва йӗрке хуралҫисемпе ҫӑлавҫӑсем асӑрхаса тӑчӗҫ.

Алексей Енейкин