Паянхи чӑваш тӗнчин паллӑ блогерӗ Константин Доброхотов тӗрлӗ тӑрӑхра пурӑнакан ентешсен кун-ҫулӗпе кӑсӑкланса сахал мар видео ӳкерет. Вӗсемпе хӑйӗн кураканне паллаштарсах тӑрать. Ҫапла, мӑшӑрӗпе Пушкӑрт тӑрӑхне ҫула тухсан Костя фильм ӳкерме шутланӑ. Вӑл тӑрӑхри чӑвашсем ҫинчен каласа кӑтартмалли чӑнах та нумай. Пелепей, Пишпӳлек, Слакпуҫ, Силпи тата ытти ялсемпе Ӗпхӳ хулинче чӑвашсем паян кун та йышлӑн пурӑнаҫҫӗ. Пултарнӑ таран тӑван культурӑна, йӑласемпе чӗлхене упрама тӑрӑшаҫҫӗ.
Ҫак пархатарлӑ пулӑма сӑнлать те Константин ҫак пӗр сехетлӗ фильмра.
Ҫулҫӳревре телефон ҫине ӳкернӗ фильм куракана Пушкӑртстанри илемлӗ вырӑнсемпе те паллаштарать. Ҫавах та, тӗп вырӑнта - чӑвашсен пурнӑҫӗ, вӗсен ӗҫе-хӗлӗ.
Чӑваш филологи уйрӑмӗнче вӗреннӗ май Константин аякри ентешсен чӗлхе уйрӑмлӑхӗпе те кӑсӑкланнӑ. Елчӗк тӑрӑхӗнчи Патреккел ялӗнче чӑн чӑвашла калаҫса ӳснӗскере тӗрлӗ енчи ентешсен пуплевӗ хӑйнеевӗрлӗхпе илӗртет. Хӑй валли кашнинчех мӗн те пулин ҫӗннине тупать вӑл. Константин Ивановпа Ухсай Яковне ҫуратса ӳстернӗ ҫӗр ӑна уйрӑмах хавхалантарнӑ.
Мухтавлӑ ентешсем ҫӳренӗ сукмаксемпе утса унти ӗмӗрхи ҫӑлкуҫсен сиплӗхлӗхӗ урлӑ ҫӗн вӑй-хал илнӗ ҫамрӑка малалла та тухӑҫлӑ ӗҫлеме ӑнӑҫу сунатпӑр.
Алексей Енейкин