Ӗпхӳре "Раҫҫейри тӗрӗк халӑхӗсем" ятпа ҫамрӑксен иккӗмӗш форумӗ иртрӗ

Пӗлтӗр вӑл хӑнасене ҫавра сӗтел тавра пухнӑ пулсан, кӑҫал чаплӑ та пуян уявпа кӗр-кӗрлерӗ. 

Ҫамрӑксем малтанах Ӗпхӳри "Динамо" спорт керменӗнче тӗрӗк халӑхӗсен ӑмӑртӑвӗсенче вӑй виҫрӗҫ.

Вӑй-питти кӗрешсем пӗр-пӗрне вӗренпе туртса парӑнтарассинче тата ункӑран пӗренепе тӗртсе кӑларассинче тупӑшрӗҫ. Кунта тӗрӗк ҫамрӑкӗсемпе пӗрлех арабсемпе ытти халӑх паттӑрӗсем те пулчӗҫ.

Раҫҫейри тӗрӗк ҫамрӑкӗсене пӗрлештерекен фестиваль тӗрлӗрен ӑсталӑх вӑййисемпе пуян пулчӗ. Ҫавӑн пекех хӗрсемпе каччӑсем халӑхсен аваллӑх пӗлӗвне тӗрӗслекен ҫавра сӗтелпе уяв концертӗнче савӑнчӗҫ. Чаршав уҫӑлсанах сцена ҫине чӑвашсем тухрӗҫ.

Уява Любовь Простовапа Дарья Кармазина юрлакан ҫӗр ӗҫченӗн гимнӗпе пуҫлани хӑйне евӗр асамлӑ паллӑ пулчӗ. Чӑвашсем тӗрӗк тӗнчинче чӑнласах пысӑк пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Эпир паян пӑлхар ушкӑнӗнчи пӗртен-пӗр чӗрӗ юлнӑ чӗлхепе калаҫни ытти тӗрӗксемшӗн уйрӑмах кӑсӑклӑ. Пирӗн юрӑ-ташӑ вара кашнийӗн кӑмӑлне ҫӗклеме пултарать.

Шупашкарти Федор Павлов ячӗллӗ музыка училищинче вӗренекен Никита Ильин кун евӗр фестивальте пӗрремӗш хут. Тӗрлӗ тӑрӑхран килнӗ ҫамрӑксене тӑван халӑх пуянлӑхӗпе паллаштарнӑ май чӑвашсемшӗн чӑнласах мӑнаҫланнине калать.

Тутарстанран ҫитнӗ ҫамрӑксем те куракансене чӑвашсен йӑли-йӗркипе паллаштарчӗҫ. Чӗлхене упраса аталантарас тесен ачасене мӗн пӗчӗкрен тӑван сӑмаха вӗрентмеллине кӑтартса пачӗҫ.

Кашни ушкӑн хӑйӗн халӑхӗн пуян чӗлхипе йӑли-йӗркин уйрӑмлӑхӗсене, культурин хӑйнеевӗрлӗхне кӑтартма тӑрӑшрӗ.

Ҫапла майпа уяв Раҫҫей тӗрӗкӗсене пӗр чӑмӑра пухать. Малашне те ҫирӗп ҫӗршыв йышӗнче пулса ӗмӗрхи хаклӑхсене хисеплеме, несӗлсен чӗлхипе йӑли-йӗркине упрама вӗрентет. Таврари ытти вуншар халӑхпа пӗрле килӗшӳре пурӑннине паян нимӗн те ҫитмест. 

Алексей Енейкин