"Ӗмӗтсен чӑрӑшӗ" акцие хутшӑнакансене парнепе савӑнтарас текенсен йышӗ ӳссех пырать

Министрсемпе депутатсем, хула, округ пуҫлӑхӗсем, тӗрлӗ ведомство ертӳҫисем Хӗл Мучие пулӑшма васкаҫҫӗ. 

Чӑваш академи драма театрӗнчи чӑрӑша хӑйне евӗр теттесемпе хитрелетнӗ. Хӗл Мучи вӗсене министерствӑсен ертӳҫисене, ҫын тата ача прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑйсене валеҫсе пачӗ. Кашни теттере ача ӗмӗчӗ пытаннӑ. Сӑмахран, 8 ҫулти Андрей велосипед ыйтса ҫырнӑ. Ӑна республикӑн чрезвычайлӑ лару-тӑру министрӗ Сергей Павлов парнелӗ. Сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Лариса Тарасова вара тӑваттӑри Ульянӑна савӑнтарӗ. Хӗрачана пукани валли кӳме кирлӗ. Ҫӗнӗ ҫул - ачасен чи кӗтнӗ уявӗ, вӑл асра юлтӑр тесен пирӗн, ҫитӗннисен, тӑрӑшмалла, - терӗҫ ӗмӗте пурнӑҫлама пулӑшакансем. 

Акцие 3 ҫултан пуҫласа 17 ҫулчченхи ачасем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Хӑйсен ӗмӗчӗсене вӗсен "Ёлкажеланий.рф" сайтра ҫырса пӗлтермелле. Ҫак ырӑ пуҫару ҫӗршывра 7 ҫул каялла вӑй илнӗ. Хальччен 320 пин ытла ачан ӗмӗтне пурнӑҫланӑ. Акци нарӑсӑн 28-мӗшчен пырать. 

Екатерина Фомина, Павел Иритков