Ӗмӗтсем пурнӑҫланнӑ вӑхӑт

Ҫак кунсенче кашни ача асамлӑх кӗтет. Вӗсен вӑрттӑн шухӑшне пурнӑҫлама "Ӗмӗтсен чӑрӑшӗ" акци пулӑшать. Вӑл Куславкка тӑрӑхӗнче те вӑй илчӗ. Хальхинче Хӗл Мучи вырӑнӗнче Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Леонид Пронин тата вырӑнти ертӳҫӗсем пулчӗҫ.

Ҫак капӑр чӑрӑш ҫинчи теттесем ҫине ачасен пӗчӗк тата пысӑк ӗмӗчӗсене ҫырнӑ. Кашни тӗрлӗрен: пӗри юрҫӳрен ыйтать, теприне планшет е конструктор кирлӗ. Куславккари халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен центрта муниципалитет пуҫлӑхӗ, депутатсем, тӗрлӗ предприятипе организаци ертӳҫӗсем пуҫтаранчӗҫ. Вӗсем капӑр елка ҫинчен пӗрер тетте илсе ачасен ӗмӗчӗсемпе паллашрӗҫ, пурнӑҫлама шантарчӗҫ. 

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗн Леонид Пронинӑн аллине 11 ҫулти Любовь Кудряшован ҫырӑвӗ лекрӗ. Хӗр ача велосипед пирки ӗмӗтленет. Парнене тӑхтаса тӑмасӑр хуҫине парассине каларӗ Леонид Николаевич. Ачасене хавхалантарасси, вӗсен кӑмӑлне ҫӗклесси - пирӗн, аслисен тивӗҫӗ, терӗ. Чӑн та, вӑхӑт нумай та иртмерӗ, Люба велосипедлӑ пулчӗ. Ҫӗнӗ Ҫулчченех ӗмӗчӗ пурнӑҫланни уншӑн пысӑк кӗтменлӗх те савӑнӑҫ. Хӗр ачан ку таранччен икӗ урапаллӑ транспорт пулман - юлташ хӗр ачинчен ыйтма тивнӗ. Ҫу кунӗсем ҫитсен малашне вӗсем пӗрле ярӑнма тухӗҫ. Кудряшовсен ҫемйи нумай ачаллӑ. "Пире тимлӗх уйӑрнӑшӑн, асамлӑх парнеленӗшӗн пысӑк тав", терӗ Любӑн амӑшӗ Нина Кудряшова. Леонид Пронин ҫак кунсенче ытти округри ачасен ӗмӗчӗсене те пурнӑҫлама палӑртать.

Диана Иванова, Виктор Степанов