Ӗмӗр каяллах чӑваш ятне тӗнче шайне кӑларнӑскер

Чӑвашсен профессиллӗ ӳнер искусствине пуҫарса яракан Алексей Кокель ҫуралнӑранпа 141 ҫул ҫитрӗ. Ҫак куна халалласа мухтавлӑ ентешӗмӗр ҫуралса ӳснӗ Патӑрьел районӗнче йӑлана кӗнӗ Кокель вулавӗсем иртрӗҫ.

Сумлӑ хӑнасене Патӑрьелти ача-пӑча ӳнер шкулӗнче кӗтсе илчӗҫ. Нумай пулмасть, пысӑк юсав хыҫҫӑн уҫӑлнӑ ҫуртра ачасене тӗрлӗ енлӗн аталанма май паракан классем ӗҫлеҫҫӗ. Ҫитӗнекен ӑрӑва ӳнер ӑсталӑхне вӗрентнипе пӗрлех музыкӑпа ташӑ пултарулӑхне хӑнӑхтараҫҫӗ. Пӗчӗк маҫтӑрсен ӗҫӗсемпе паллашнӑ хыҫҫӑн хаклӑ хӑнасем Кокель вулавне пухӑнчӗҫ. Ҫавра сӗтел хушшинче Алексей Кокелӗн паянхи пӗлтерӗшӗ пирки сӑмах пычӗ. Унтан "15-мӗш Кокель вулавӗсем" художник ҫуралса ӳснӗ яла куҫрӗҫ. 

 

Алексей Енейкин, Артур Галкин