«АН-2» самолёта, халӑхра ӑна «кукурузник» теҫҫӗ, хӑйне евӗр пассажира кӗтсе илме хатӗрлеҫҫӗ. 11 ҫулхи Даниил Яковлев хӑй ӗмӗрӗнче пӗрремӗш хут сывлӑш карапӗпе пӗлӗтсем патне вӗҫсе хӑпарать. Республика ертӳҫи Олег Николаев ар ҫын ача ӗмӗтне пурнӑҫлама пултарнӑ - самолётпа хула ҫийӗн ҫаврӑнса килме ятарлӑ вӗҫев йӗркеленӗ. Даниил ҫавӑн пекех ҫунатлӑ машин кабининче пулса курчӗ, штурвал умӗнче ларса пӑхрӗ, хӑйне чӑн-чӑн пилот вырӑнӗнче туйса илме пултарчӗ. Пӗрремӗш вӗҫев пирки асӑнмалӑх Алексей Крамар пилот ачана самолёт евӗр паллӑ парнелерӗ.
Ирина Николаева, Андрей Шоклев