Салтаксене пулӑшас ӗҫе Татмӑш ялӗнчи хастарсем ятарлӑ ҫар операци пуҫланнӑ ҫулах пикеннӗ. Чи малтан ҫӑм нуски ҫыхас ӗҫе пуҫланӑ, ун хыҫҫӑн хӳтӗлев карри ӑсталассине алла илнӗ. Кунсерен культура ҫуртне 15 ҫынран кая мар пухӑнать. Пурте вӗсем ентешӗсем ҫӗнтерӳпе чӗрӗ-сывӑ таврӑнасса шанаҫҫӗ. Ҫак тапхӑрта волонтерсем хӳтӗлев каррисем ҫыхнисӗр пуҫне госпитальсемпе ача ҫурчӗсем валли 500 ытла минтер ҫӗленӗ. Салтаксем валли аялти кӗпе тум-тир, вырӑн ҫине сармалли япаласем пуҫтарса ӑсатаҫҫӗ.
Ехремкасси ялӗнчи культура ҫуртӗнче те ӗҫ вӗресе тӑрать. Пулӑшӑва вӗсем 2023-мӗш ҫулта йӗркелесе янӑ. Хӳтлӗх каррисене ҫыхмалли материала туянассине, вӗсене касса хатӗрлессине ял халӑхӗн вӑйӗпе тата пуҫаруллӑ ҫынсем пулӑшнипе туса пыраҫҫӗ. Кашниех вӑй ҫитнӗ таран хӑйӗн тӳпине хывма тӑрӑшать. Пӗри хӳтӗлев карри ҫыхать, тепри ун валли пусма касать, виҫҫӗмӗшӗ ҫӗлет. Пурин валли те ӗҫ ҫитет. Хатӗр япалана салтаксем патне ӑсатассине те йӗркеленӗ.
Ҫулавӑҫ ялӗнчи волонтерсем малтан кӳршӗ яла хӳтӗлев карри ҫыхма ҫӳренӗ. Вӑхӑта перекетлес тесе 3 ҫул каялла хӑйсен ялӗнчех мӗнле те пулин усӑллӑ ӗҫ пуҫарас шухӑш ҫуралнӑ. Ҫапла вара чиркӳ ҫумӗнчи ҫуртра апат-ҫимӗҫ хатӗрлеме пуҫланӑ. Ял халӑхӗ тӑрӑшнипе пахча-ҫимӗҫ типӗтмелли хатӗрсем туяннӑ. Усламҫӑсем вӗсене купӑстапа тивӗҫтереҫҫӗ. Ытти пахча-ҫимӗҫе таврари ялсенчи ҫынсем кӳрсе параҫҫӗ. Ҫавӑн пекех хастарсем купӑста йӳҫӗтеҫҫӗ, банкӑсем хупаҫҫӗ. Пурӗ ҫак вӑхӑтра салтаксем патне пин ҫурӑ банка ӑсатнӑ. Пахча-ҫимӗҫе ҫуртри кӑмакара пӗҫереҫҫӗ.
Фронтри салтаксене тылран пӗрле кар тӑрса пулӑшса пырсан ҫеҫ ҫӗнтерӳ пуласса лайӑх ӑнланаҫҫӗ элӗксем. Ҫак тӗллевпе округра 27 вырӑн йӗркеленӗ.
Оксана Верликова, Николай Семенов








