Элӗкре тинех ветеран ҫурчӗ патне ҫул сарса панӑ

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ Николай Ермолаевӑн тӑванӗсем ҫӗртме уйӑхӗн вӗҫӗнче Раҫҫей Президенчӗ ирттернӗ "Тӳрӗ линие" пулӑшу ыйтса янӑ.

Малтанласа вырӑнти пуҫлӑхсем ҫак лаптӑка йӗркене кӗртме палӑртман. Николай Ермолаев ветеранӑн пурнӑҫне ҫӑмӑллӑх кӳме 50 метра яхӑн ҫул сармалла пулнӑ. Унӑн ҫурчӗ урам вӗҫӗнче ларать, кӳлӗ хӗррипе иртсе каймалла. Йӗпе-сапара кунта нимӗнле техника та кӗрсе тухаймасть. Темскер сиксе тухас пулсан медиксем те, пушар сӳнтеркенсем те ҫитеймеҫҫӗ. Ветеран тӑванӗсем ҫӗршыв президентӗнчен пулӑшу ыйтса ярсан, ҫул ыйтӑвне кӗске вӑхӑтра татса парасса шаннӑ. Вырӑнти администраци ҫула юсама ҫуркуннех килӗшӳ тунӑ. 400 пин тенкӗпе подрядчикӗн ҫурла уйӑхӗ вӗҫлениччен 170 метр лаптӑка ҫӗнетмелле пулнӑ, анчах темшӗн куҫӗ курман ветеран патне такӑр ҫул тӑвас пирки тӗлленмен те. 

 

Ирина Николаева