Ваттисем каланӑ тӑрӑх, Питрав кунӗ хыҫҫӑн куккук авӑтма чарӑнать, шӑпчӑк та юрлама пӑрахать. "Хӗвел пуҫ ҫинче, анчах умра ҫӗртме уйӑхӗ", тенӗ вӗсем. Ҫавӑнпа та хӗрӳ ӗҫ вӑхӑчӗ пуҫланиччен ял-йыш савӑнса юласшӑн пулнӑ. Уява ирттерме халӑх Юмансарти ҫӗнелнӗ культура ҫурчӗ умне пуҫтарӑнчӗ. Клуба хута янӑранпа ял ҫыннисен вӑхӑта усӑллӑ ирттермелли майсем анлӑланнӑ.
Питрав кунне ку тӑрӑхра юлашки хут 60-мӗш ҫулсенче паллӑ тунӑ. Нумай вӑхӑт иртнӗ хыҫҫӑн ырӑ йӑлана чӗртсе тӑратас шухӑш культура ҫурчӗн ертӳҫин Людмила Кудряшован ҫуралнӑ. Халӑх та сӗнӗве ырласа йышӑннӑ.
Ял-йыш уява урамӗ-урамӗпе пухӑнчӗ. Пурте туслӑн, тӗплӗн хатӗрленнӗ. Тулли сӗтелне те ял ҫыннисем хӑйсемех хатӗрленӗ, техӗмлӗ сӑра вӗретнӗ.
Ҫак кун Юмансарта пурӑнакансем чӑннипех та чунпа савӑнчӗҫ. Юрӑ-кӗвӗ кунӗпех татӑлмарӗ. Ташлакансем хушшинче камӑн тумӗ илемлӗрех пулнине те палӑртрӗҫ. Культура ҫуртӗнче тӗрлӗ ансамбль ӗҫлет. Уявра кашниех хӑйӗн пултарулӑхне кӑтартрӗ. Питрав кунӗ пирки ятарлӑ сценка та хатӗрленӗ. Унтан ял-йыш вӑйӑ картине тачӗ.
Юмансарта 700-ре яхӑн ҫын пурӑнать. Ял аталанса, илемленсе пынине палӑртрӗҫ уява пухӑннисем. Сцена ҫинче ялти хастарсене чысларӗҫ. Ҫак уява малашне те йӗркелес тӗллевлине пӗлтерчӗҫ.
Диана Иванова, Вадим Владимиров