Элӗк тӑрӑхӗнчи блогер Мускаври форумра палӑрнӑ  

Мускавра блогерсен Пӗтӗм Раҫҫейри "Нетипичный садовод" куравӗ иртрӗ. Ял ҫыннин кун-ҫулӗпе кӑсӑкланакансене Экспоцентрта кӗтсе илчӗҫ. Хӑйсен ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштаракансем хушшинче чӑваш блогерӗ Кирилл Степанов та пулчӗ. Вӑл ҫӗршывӑн тӗп хулинчен тӑван тӑрӑха ҫӗнтерӳпе таврӑнчӗ. 

20 ҫулти каччӑ Элӗк тӑрӑхӗнчи Кӗҫӗн Тӑван ялӗнче пуҫарнӑ хуҫалӑхӗнче ӗҫлесе пурӑнать, ҫавӑн пекех пӗлӗвне Аграри университетӗнче вӗренсе тарӑнлатать. Кирилл Степановӑн килкартинче тӗрлӗ ӑратлӑ чӑх-чӗп, хур-кӑвакал хӗвӗшет. Кроликсем, сайра тӗлпулакан чӗрчунсем те пур. Ютубра, социаллӑ ытти тытӑмра пин-пин куракана хӑйӗн хуҫалӑхӗнчи кулленхи пурнӑҫӗпе паллаштарать. Мускавра иртнӗ куравра Кирилл хӑй ҫак ӗҫе мӗнле пуҫарса янине каласа панӑ, чи лайӑх блогер ята тивӗҫессишӗн тупӑшнӑ. Инҫе ҫултан вӑл 2 наградӑпа таврӑннӑ. "100 пин таран ҫырӑнакан пӑхса тӑракан топ блогер" номинацире ҫамрӑк фермер 3-мӗш вырӑна тухнӑ, ҫавӑн пекех ӑна "Восходящая звезда" ятарлӑ призпа чысланӑ.